Тар тăкмасăр пулмасть

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 24.10.2018, 11:07 Просмотров: 360

Уй-хир пушанчĕ. Хĕрÿ тапхăр хыçа юлчĕ. Халĕ ял хуçалăх отраслĕнчи хăшпĕр ĕçсене пĕтĕмлетме пулать. «Броневик» хуçалăхăн уй-хирĕсенче те техника кĕрлевĕ илтĕнмест ĕнтĕ. Кунта çулсерен кашни гектар çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Ял хуçалăх культурисене акас-лартас ĕçре агротехника йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Тырпула вăхăтра кĕлете кĕртеççĕ.

Хуçалăх ертÿçи Владислав Репин кунсерен ĕçре. Çĕр-аннемĕр канать пулин те, унăн лăпланса ларма вăхăт çук. Мехпаркри механизаторсемпе курса калаçать е фермăна çитсе килет – кашни ĕçченĕн кăмăл-туйăмне лайăх пĕлет. Вĕсем – тракторист е доярка пултăр-и, тăрăшулăх кăтартаççĕ – унăн та хавхалану туйăмĕ ÿсет.

– Хăйсене шанса панă ĕçе юратса пурнăçлакан тата тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан механизаторсене тав сăмахĕ калас килет. Сергей Кумин, Иван Кураков, Сергей Никандров, Олег Викторов, Василий Илларионов трактористсем ялан хастарлăхпа палăраççĕ. Уй-хирти ĕçсене кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланинче вĕсен тÿпи пĕчĕк мар. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕрен кăçалхи тĕллевсем пурнăçа ăнăçлă кĕрсе пыраççĕ, – терĕ Владислав Иванович.

Хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 382 гектар акса çитĕнтернĕ, 793 тонна çапса тĕшĕленĕ. Гектарти вăтам тухăç 21 центнерпа танлашнă.

– Пĕтĕмĕшле илсен, кăтартусем тивĕçтереççĕ. Çанталăк условийĕсем çĕр ĕçченне майлă пулчĕç. Уяр кунсемпе усă курса уй-хирти ĕçсене пĕр тикĕссĕн йĕркелесе пыма май килчĕ. Виталий Блинов комбайнер вырмара хастарлăх кăтартрĕ. Йĕтем çинчи ĕçсем те кал-кал пулса пычĕç. Кĕлет вăхăтра тырăпа тулчĕ, – калаçăва тăсрĕ ертÿçĕ.

Вăл кĕрхи культурăсене агротехника ыйтнă пек акса хăварнине пĕлтерчĕ. Унăн лаптăкĕ – 195 гектар. «Броневикра» кĕрхи çĕртмене те пысăк тимлĕх уйăрнă: механизаторсем уйран татăлман.

– Кăçал тырă хакĕ ÿсни савăнтарать. Пĕлтĕр вара йÿнĕрех пулчĕ. Сутлăх хака чакарнăран хуçалăх кассине укçа сахалрах кĕчĕ. Хальхи лару-тăру япăхах мар. Çуркуннепе тырă хакĕ татах та ÿсессе шанас килет. Тĕрĕссипе каласан, хĕрÿ тапхăрта тăкакĕ те нумай. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ÿсни те тупăша чакарать. Çапах та тĕрлĕ йывăрлăхсене пăхмасăр пурте пĕрле малалла талпăнатпăр. Пуçа усмасан, нимрен хăрамасан йăлтах йĕркеллех пулать, – сăмах çăмхине сÿтрĕ Владислав Репин.

Хуçалăх ертÿçи выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма ытти çулсенчи пекех çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Сенаж та, утă та çителĕклех. Утă, акă, 400 тонна ытла хатĕрленĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне аш-какай производстви 53,8 центнерпа танлашнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтарту – 36,6 центнер. Ÿсĕм чăннипех те пысăк. Кăçалхи тăхăр уйăхра сĕт 760,9 центнер туса илнĕ. Кашни ĕнерен 4005 кг сĕт сунă. ,несен хисепне чакарман – пĕлтĕрхи пекех 180 пуç. Мăйракаллă шултра выльăх талăкра вăтамран 442 грамм ÿт хушнă.

Валентина Романова, Ирина Семенова, Валентина Сорокина, Галина Егорова, Надежда Маркова, Ольга Семенова дояркăсем, Галина Куликова, Елена Харитонова, Вера Кириллова пăру пăхакансем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ.

Хуçалăх ял ĕçченĕ çинче тытăнса тăрать. Хĕрÿ ĕçре тар тăкмасăр, паллах, нимĕн те пулмасть.

Юрий КОРНИЛОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика