Тăван ялăм – Вăрнар районĕнчи Пăртас – çинчен Юрий Сементер чăваш халăх çыравçи поэма çырнă тенине унчченех илтнĕччĕ-ха, анчах унпа паллашма ниепле те тÿр килменччĕ. Пурнăçра йăлт хăй вăхăчĕпе йĕркеленсе пырать-тĕр. Çак кунсенче тăпăлкка та илемлĕ кĕнеке аллăма лексен чунтан хĕпĕртерĕм. Çитменнине, автор алă пуссах панă-çке кăларăма: «Пăртас хĕрне Ольăна парнелетĕп, ун аллинче упрантăр тетĕп. Юрий Сементер».
Хăпартланса вулама пуçăнтăм поэмăна. Унта хускатнă çивĕч ыйтусем те, шăпах Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн ку хайлавпа паллашни те тарăн шухăша путма хистерĕç. «Пăртас» поэмăри лирикăлла герой чăваш чĕлхин паянхи вырăнĕпе пĕлтерĕшне палăртас кăмăл-туйăмпа Шупашкартан Вăрнар тăрăхĕнчи Пăртас ялне çуранах тухса утать. Çул хĕрринче ларса юлакан ял-салана, сăрт-тăва, улăх-вăрмана (Пархикасси, Ишлей, Вăрăм ту айкки, Сурăм ен вăрманĕ, Юнтапа, Кÿлхĕрри...) сăнламасăр, вĕсен илемне асăрхамасăр, мухтавлă ывăл-хĕрĕсен ятне (Валентина Смирнова, Максим Михайлов, Людмила Семенова, Галина Скворцова тата ыт. те) асăнмасăр иртмест вăл. Историн тĕрлĕ тапхăрĕнче пулса иртнĕ ĕç-пуçа та куç умне кăлармалла сăнлать. Çапла Пăртас хапхи патне çывхарать...
Лирикăлла герой яла пырса кĕнĕ май унăн шăпипе аваллăхĕ тавра сăмах хускатать:
Кантăр кÿлли те Тăхçа уйĕ,
Шур тăвайкки те Салука,
Вĕт хурăнлăх çырми, Мăн хăйăр,
Хĕрлĕ çыран та Кучах карт –
Йăлтах – чăн чăвашла пĕлтерĕш,
Хамăр ăнлав та шухăшлав,
Сăмахĕсем те – чÿлĕк, тевĕш,
Кăкавăш, хултăрçă, карлав...
Тавраш ячĕсене илер-ха:
Мускаль, Пăшик, Чăрнтти, Шăнни,
Кахна, Типпи, Тикуш, Киваркă,
Патша, Мутель, Чăштин, Танни...
Ку çаврасене вуланăçем тахçан, ачалăхра, илтнĕ сăмахсем асăма килчĕç. Унтанпа нумаях та вăхăт иртмен ĕнтĕ, анчах хăш-пĕр сăмах вĕсемпе тăтăшах усă курманнипе çав тери интереслĕ янăранăн туйăнать. Юрать-ха, кукамайпа пĕрле тăтăшах çырлана-кăмпана çÿрени манăçа тухман, вăл каласа панине, вырăн ячĕсене вăхăт тусанĕ витеймен. Паянхи çĕнĕ ăру çак сăмахсене пĕлет-ши, поэмăри йĕркесене вуласан ăнланĕç-ши; Ахальтен çуралман ку ыйтусем. Чăваш ачисем вырăсланса пыни, тăван чĕлхерен вăтанни лирикăлла героя та пăшăрхантарать.
– Кăтарт-ха, тусăм, Левентейĕм,
Пире Пăртас ачисене.
– Ачисене-и; Ак килеççĕ,
Утаççĕ иккĕн хирĕçех...
– Салам!
– Привет!
– Ăçта каятăр;
– Хотим дедулю навестить...
– Аван, ваттисене манмастăр!
– Нет, мы немножко погостить...
– Сана, ачам, мĕнле чĕнеççĕ;
– Меня что ль; Иванов Рудольф.
– Сана епле-ши хисеплеççĕ;
– Меня зовут Петров Адольф...
– Рудольф, эс чăвашла пуплетĕн-и;
– Да, кăштăм понимать тăвап,
Анчах та, дяденька, пĕлетĕн-и,
Эп говорить тума хăрап,
Мĕншĕн тесессĕн интернет та,
Ман кĕсьери мобильник та
Пĕлмеççĕ чăвашла... И это –
Çук чăвашла мультфильм та...
Ял аталанăвĕ кăна мар, халăх пуласлăхĕ пирки чунне ыраттарса шухăшлать лирикăлла герой. Мĕн хĕтĕртет-ха чăваша атте-анне чĕлхинчен писме, тăванлăх йывăçĕнчен татăлса ÿкме; Чăваш йăмри çинчен вĕлтĕртетсе анса пальма çумне çыпăçасшăн-ши чăваш; Чăвашла калаçсан ют çĕршыва çитсе кураймасран хăрать-ши; Апла пулсан Андриян Николаев чăваш ятпах тĕнче уçлăхне çитнĕ. Чăваш хушшинчен мĕн чухлĕ паллă çын тухнă. Вĕсене пĕрне те чăвашла пĕлни малалла аталанма, çÿлелле кармашма чăрмантарман. Пачах урăхла – тепĕр чĕлхене вĕренме хавхалантарнă, тăван çĕр сĕткенĕ хăват хушнă, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă.
Ытларах чĕлхе пĕлни пире пуянлатать кăна. Пĕлÿ нихăçан та ытлашши пулмасть. Ачаран тăван чĕлхене «туртса илекен» ашшĕ-амăшĕ нивушлĕ çакна ăнланмасть;
Шалт аптăратаканни, пуçа вырнаçманни татах та пур-ха. Чăваш чĕлхине вĕренме, тĕпчеме тĕрлĕ çĕршыври ăсчахсем, лингвистсем килеççĕ республикăмăра. Авалтан упранса юлнă ăс-хакăл пурлăхне пысăка хурса хаклаççĕ вĕсем, пирĕн чĕлхе илемĕпе хăйне евĕрлĕхĕнчен тĕлĕнеççĕ. Çав хушăра эпир, чăвашсем, хамăр чĕлхерен вăтанса, пуçа пĕксе ларатпăр, чăвашла пĕлнипе ниçта та çитейместпĕр тетпĕр. Пуш параппан çапнă пек ан пултăр, тĕслĕх илсе парам.
2017 çулхи çулла Чăваш ене Токио университечĕн (Япони) ют чĕлхесен факультечĕн аспиранчĕ Мураками Такенори килнĕччĕ. Мĕн тĕллевпе-ши; И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ çуллахи шкулта çине тăрса чăваш чĕлхи вĕреннĕ вăл. Такенори Чăваш кĕнеке издательствинче те пулчĕ, пирĕнпе чăвашла калаçма тăрăшрĕ. Чăваш кĕнекисемпе савăнсах паллашрĕ вăл. Унăн çутă ĕмĕчĕ вара «Чăваш чĕлхин энциклопеди словарьне» тупассиччĕ. Лавккасенче чылай вĕренÿ кĕнеки туяннăччĕ-ха вăл, анчах асăннă кăларăм сутлăхра пулман. Çамрăка вăл диссертаци çырма çав тери кирлĕ иккен. Тепĕр кунне хайхи словаре илме килсен Такенорин сăн-пичĕ еплерех çуталчĕ-ха! «Тавтапуç, тавтапуç», – терĕ вăл çине-çинех пуçне тайса...
Çут тĕнчене чăваш пулса килнĕ пулсан çавăнпа хăватлă, маттур пулмалла та пирĕн, чăваш ятне çÿле çĕклемелле. Асатте-асанне, кукаçи-кукамай, атте-анне кăна мар, хальхи тата килес ăрусем те чăвашла калаçчăр, Пăртасра та чăваш чĕлхи янăратăр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Ноябрь 2024 |