Çирĕп хутшăнусен тĕслĕхĕсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.07.2017, 11:37 Просмотров: 1046

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ тĕлне район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче ирттернĕ тĕлпулăва чĕннĕ мăшăрсем, чăнах та, этемлĕхĕн чи çирĕп хутшăнăвĕсен тĕслĕхĕ пулнине çирĕплетрĕç.

Калининăра пурăнакан Вера Петровнапа Павел Давыдович Давыдовсем пĕрлешнĕренпе кăçал 60 çул çитнĕ. Хăйсем палăртнă тăрăх, вĕсемшĕн çак тапхăр сисĕнмесĕрех иртсе кайнă. Мĕншĕн тесен малтан пурнăçа йĕркелессишĕн, унтан ачасемшĕн хыпса çуннă, халĕ мăнукĕсене ÿстерме пулăшаççĕ.

Вера Петровнапа Павел Давыдович иккĕшĕ те – Услапаран. Пĕр урамра çитĕннĕ. Çавăнпа та пĕр-пĕрин кăмăлне, пурнăçра мĕнле çын пулассине аван пĕлнĕ. Малтанах иккĕшĕ те «Броневик» колхозра тăрăшнă. Хыççăн – нумай çул Калининăри промкомбинатра.

Иккĕшĕ те пурнăç тути-масине самаях астивнĕ. «Ачалла вăрман ĕçлени, ытти йывăр ĕçсене пурнăçлани йĕрсĕр иртмерĕ. Халĕ ак урапа аптăратăп», – терĕ Вера Петровна. Унăн кăкăрне социализмла ĕç ăмăртăвĕсенче (1974, 1977 ç.ç.) çĕнтернĕшĕн панă медальсем илемлетеççĕ.

Давыдовсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ. Куç тулли мăнукĕсем 4, кĕçĕн мăнукĕ пĕрре.

– Пирĕн сирĕнтен тĕслĕх илмелле, – терĕç хисеплĕн Валентинăпа Юрий Петровсем Давыдовсене.

Валентина Геннадьевнапа Юрий Витальевич çак кун хăйсем те чыслава тивĕçрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те пурнăçне çуралса ÿснĕ Вăрнар поселокĕпе çыхăнтарнă. Çемье пуçĕ нумай çул Вăрнарти автобазăра водительте тимленĕ. Халĕ 10 çул ытла ĕнтĕ ача-пăча ÿнер шкулĕнче хуралта тăрать. Валентина Геннадьевна вара пурнăçне медицинăна халалланă. Вăл районти тĕп больницăра медсестрара тăрăшать. Петровсен виçĕ ачи те – Алексей, Ольга тата Татьяна – амăшĕн çулне суйласа илнĕ.

Пурнăçра, чăн та, тĕлĕнмелле килсе тухать. Валентина Геннадьевнана, иккен, çамрăкла симĕс куçсем тата «Юрий» ят пачах килĕшмен. Шăпи вара симĕс куçлă Юрийпе пĕрлешме пÿрнĕ.

Вăрнарти тепĕр çемьен те – Федоровсен – пурнăçĕн йĕрĕ те кăсăклă. Юрий Валентиновичпа Алина Валериевна пĕлĕшĕсен туйĕнче паллашнă. Юрий вăл вăхăтра хăй çÿренĕ хĕрĕпе çĕн мăшăрăн свидетелĕсем пулнă. Çак каçран вара каччăн чĕрине Элĕк районĕн чипер хĕрĕ çунтарма тытăннă.

Кăçалхи январьте вĕсем пĕр çемьене чăмăртаннăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитнĕ. Алина Валериевна малтанах Вăрнарти хими заводне штукатур-маляра вырнаçнă. Халĕ вăл 20 çул ытла ĕнтĕ Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче вăй хурать.

Юрий Валентинович нумай çул Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче, халĕ вара Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче тăрăшать.

Иккĕшĕ те спортпа туслă, ку туртăма вĕсем ачисене те хывнă – Кристина хĕрĕ çăмăл атлетикăра сахал мар çитĕнÿ тунă.

Федоровсем хăйсен икĕ хĕрне тата Алинăн пĕртăванĕн хĕрне пăхса çитĕнтернĕ, ĕçченлĕх, ăс-тăн, чи кирли – хутшăнусен çирĕплĕхĕн пахалăхĕсене хăнăхтарнă.

Çак çемьесене уяв кĕрекине ахальтен пухмарĕç. Вĕсем «Юратупа шанчăклăхшăн» медальсене тивĕçрĕç.

Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр атте Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ çемье çветтуйлăхне тата ун çирĕплĕхне пĕлтернине палăртрĕ. Петрпа Феврониян тĕлĕнмелле историйĕ Раççей халăхне хăват парса тăнине каларĕ.

Медальсене тыттарнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев шăпах çакнашкал çемьесем общество тĕрекĕ пулнине асăнчĕ. Вăл районта, республикăра çемье институтне аталантарассипе, тĕреклетессипе ĕçлекен программăсене аса илтерчĕ.

Районта вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем пурри общество тĕреклĕхĕ пулнине савăнса каларĕ.

Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртенех тăлăххăн ÿсекен ачасен шăпишĕн чунтан пăшăрханнине пытармарĕ. «Ачасен юратура, килĕшÿре çитĕнмелле», – терĕ вăл.

Леонид Григорьевич Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ăслă шухăшне – кăçалхи çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннине ырларĕ. Çак утăм çемье ыйтăвĕсене ытларах уйăрмаллипе çыхăннине пĕлтерчĕ. «Тавах сире, çемье хутшăнăвĕсене çирĕп тытса пынăшăн. Ыттисене тĕслĕх пама пултарнăшăн», – терĕ вăл медале тивĕçнĕ çемьесем умĕнче пуç тайса.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика