Çĕнĕ вĕренÿ çулне – çĕнĕ тĕллевсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.07.2017, 13:39 Просмотров: 911

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Вăл каллех çĕнĕлĕхсемпе пуян пулĕ. Вĕсем, малашлăхлă тĕллевсем тата вĕренÿ организацийĕсене ачасене йышăнма хатĕрлени пирки паян калаçăва район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхне Маргарита ТИХОНОВАНА чĕнтĕмĕр.

– Маргарита Николаевна, чи малтанах вĕренÿ организацийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлесси пирки калаçар-ха. Сирĕн хаклав мĕнлерех?

– Халĕ шкулсемпе ача сачĕсене, хушма пĕлÿ организацийĕсене йышăнассипе ятарлă комисси ĕçлет. Унăн хаклавĕ витĕр 19 шкул, 8 ача сачĕ, 3 хушма пĕлÿ учрежденийĕ тухмалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче пищеблок оборудованийĕн тата медицина пÿлĕмĕсен юсавлăхне, вĕренÿ пÿлĕмĕсене, компьютер класĕсене ятарлă сĕтел-пуканпа тивĕçтернине, ăшă системине хатĕрленине, çурт тăррисен йĕркелĕхне, юсавсем ирттернине пăхатпăр. Паллах, чи пысăк тимлĕх – пушар хăрушсăрлăхне, террортан хÿтĕленессине епле пăхăннине тĕрĕслени. Вĕренÿ организацийĕсене 2017 – 2018 пĕлÿ тапхăрĕ валли хатĕрлеме мĕнпур шайри бюджетран 37273 пин тенкĕ уйăрнă.

– Укçа пулăшăвĕ пĕчĕк мар. Çапах та ăна кăçал хăш шкул ытларах тивĕçнĕ?

– 2017 çулта чи пысăк ĕçсем Вăрнарти 2-мĕш шкулта пыраççĕ. Вăл тĕплĕ юсав программине кĕчĕ. Çапла майпа республика бюджетĕнчен 20 млн тенке, район бюджетĕнчен 2 млн тенке тивĕçрĕ. Кунта ăшă системи çĕнелĕ, урай-стенасем, мачча тĕплĕн юсанĕç тата çурт фасачĕ илемленĕ. Паянхи куна 142 чÿречене пластиклипе улăштарнă, ытти ĕçсем пыраççĕ.

– Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн кадрсем пирки те манар мар. Вĕсем çителĕклĕ-и?

– Мĕнпур шкулта коллективсем туллин чăмăртаннă. Педагогика ĕçченĕсен вăтам ÿсĕмĕ – 44 çул. Мĕнпур учительсен 96,3 проценчĕ – пĕрремĕш тата аслă категориллĕ вĕрентекенсем.

Пирĕн педагогсем маттур та пултаруллă. Тăватă вĕрентекен республикăри професси конкурсĕсене хутшăнчĕç. Вăрнарти 2-мĕш шкулти Наталья Ксенофонтова «Чăваш енри çулталăк учителĕ- 2017» конкурс лауреачĕ пулса тăчĕ. Кÿстÿмĕрти химик-биолог Людмила Григорьеван икĕ вĕренекенĕ республикăри олимпиадăра çĕнтерчĕç, 1-мĕш шкулти Зоя Казакован обществознанипе пĕр призер. Санарпуçĕнчи Ирина Семенован вĕренекенĕ чăваш чĕлхипе Пĕтĕм тĕнчери конкурсра мала тухрĕ, 2-мĕш шкулти Эльвира Христофорован вĕренекенĕ ку тупăшура призер пулса тăчĕ. 2-мĕш тата Ярмушкари шкулсенчи çичĕ педагог методика идейисен фестивалĕсенче палăрчĕ.

– Вĕренÿ учрежденийĕсене çамрăк специалистсене явăçтарасси мĕнлерех пулса пырать-ши?

– Ку тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Район бюджетĕнче тĕллевлĕ вĕренÿ валли укçа-тенкĕ уйăрнă. Хальхи вăхăтра кунтан тухнă виçĕ çамрăкпа килĕшÿ çырнă, вĕсем уйăхсерен район администрацийĕн 1 пин тенкĕпе танлашакан стипендине илсе тăрĕç.

2014 çултанпа Вăрнарти 2-мĕш шкул ку университетпа 11-мĕш классене хатĕрлессипе ĕçлет. Кунта йĕркеленĕ курссенче мĕнпур шкулти выпускниксем пĕлĕве тарăнлатма пултараççĕ.

– Кашни вĕренÿ çулех мĕнле те пулин çĕнĕлĕхпе палăрать. 2017 – 2018 çулхи тапхăрта мĕн кĕтмелле-ха?

– Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен мĕнпур шкулти 7-мĕш класра патшалăхăн федераллă вĕренÿ стандарчĕ пурнăçа кĕрет. 2017 – 2018 вĕренÿ çулĕнче 9-мĕш классен патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацине (ГИА) юрăхлă пулма вырăс чĕлхипе сăмах вĕççĕн экзамен тытмалла пулĕ. Çавăн пекех Патшалăх Думин ларăвĕнче Раççей вĕрентÿ министрĕ Ольга Васильева пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕ шкул реформипе шкулсене виçĕ çул хушшинче муниципалитетран регион влаçĕн тытăмне куçарса пĕтермелле.

–  Педагогсен йăлана кĕнĕ  августри канашлăвĕччен вăхăт нумай юлмарĕ. Ун йĕркипе мĕнлерех мероприятисем иртĕç.

– Августри канашлу – кăтартусене пĕтĕмлетни, опытпа ылмашăнни. Республикăра вăл августăн 22-мĕшĕнче пулать. Конференци йĕркипе 19 секци площадки ĕçлĕ. Унта пирĕн районти 39 педагог хутшăнĕ.

Районта конференцие августăн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Унта республикăра палăртнă темăна малалла тăсăпăр, çĕнĕ тĕллевсене палăртăпăр. Августăн 21-тата 23-мĕшĕсенче Вăрнарти 1-мĕш шкулта учительсем валли секцисем йĕркелетпĕр.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн хамăн ĕçтешсене чунра хаваслăх, ăнтăлу, вăй-хал сунатăп. Ачасем çитĕнÿсем парнелеччĕр.

– Калаçушăн тав.

Светлана ЧИКМЯКОВА калаçнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика