Алина Зайцева Çĕн Сăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне пĕтернĕ. Хальхи вăхăтра Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче вылять. Çамрăка «Ирпе автан авăтсан», «Пирĕн атте авланать», «Ылтăн кĕрÿ», «Кая юлнă юрату» тата ытти спектакльсенче курма пулать. Паян вулакансене ентешпе çывăхрах паллаштарасшăн.
– Алина Юрьевна, артист ĕçне суйласа илесси мĕнпе çыхăнчĕ?
– Тÿрех калатăп, эпĕ шкулта вĕреннĕ вăхăтрах юрă-кĕвĕ тĕнчипе çывăх туслашнă. Сцена çине тухма юратнă. Шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăннă. Уроксем хыççăн вара чылай чухне тус-тантăшсемпе ялти клуба пуçтарăнаттăмăр. Пирĕн палăртнă вăхăт пурччĕ. Пурте килсе çитсен репетицие пикенеттĕмĕр: пĕри шÿт калама, тепри юрă юрлама хăнăхать. Ташлама кăмăллаканĕ те пур. Эх, тăрăшаттăмăр. Хамăр тĕллĕн, никам хистемесĕр, юрлаттăмăр та, ташлаттăмăр та. Вăхăт питĕ интереслĕ иртетчĕ. Программа хатĕрлесе çитерсен урамра концерт пуласси пирки пĕлтерÿ çакаттăмăр. Палăртнă кун клуба ял çыннисем чылайăн пуçтарăнатчĕç. Концерта савăнса пăхса ларатчĕç. Номер вĕçленнĕ хыççăн алă çупни пушшех хавхалантарса яратчĕ. Клубран ял çыннисем тулли кăмăлпа тухса каятчĕç.
– Эпĕ ăнланнă тăрăх, санăн ачаранах артист пулас килнĕ?
– Çапла, тĕрĕсех. Манран аслăраххисем ÿссе çитсен кам пулатăн тесе ыйтсан ялан пĕр хурав параттăм: артистка. ,мĕтĕм çунатлăччĕ. Çавăнпах пуль Шупашкарти Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтне кайса заявлени патăм. Пултарулăх конкурсĕ витĕр ăнăçлă тухрăм. Актер уйрăмне вĕренме кĕрес шутлисем нумайăнччĕ. Шел пулин те пурте студент пулса тăраймарĕç. Телее, эпĕ кĕтĕм. Пĕрремĕш курсра нумай çĕннине хăнăхма тиврĕ. Тĕрĕс калаçма вĕренесси, сцена çинче хăвна мĕнле тытасси – йăлтах пур. Института ялан тенĕ пек тулли кăмăлпа каяттăм, мĕншĕн тесен вĕренме юрататтăм.
– Институтра миçемĕш курсра пĕлÿ илнĕ чух пĕрремĕш хут сцена çине тухрăн?
– Виççĕмĕш курсра пулчĕ. С.Васильев режиссер «Ирпе автан авăтсан» спектакле хутшăнтарчĕ. Мана сысна çури рольне пачĕç. Интереслĕччĕ выляма. Сăнар килĕшрĕ. Хыççăн ытти спектакльсемпе куракан умне тухма пуçларăм.
– Алла диплом илсен ĕç шыраса çÿреме тивмерĕ-и?
– Вĕренсе пĕтеричченех мана Чăваш патшалăх çамрăксен театрне ĕçе илчĕç. Сцена хăй патне туртнăран артист профессийĕпе ĕçлеме пуçларăм. Коллектив ăшшăн йышăнчĕ. Унтанпа чылай хăнăхрăм. Халĕ роль хыççăн роль калăплатăп. Халăх умне тухасси уяв вырăннех шутланать. Кирек ăçта кайсан та театр чĕререх. Ăна унтан кăларма никам та пултараймĕ тесе шутлатăп.
– Пурнăçа пĕлме çук, пĕр-пĕр самантра кĕтмен-çĕртен йывăрлăха çакланма пултаратăн. Санăн вара сцена çине тухмалла...
– Тĕрлĕрен пулать. Анчах та эсĕ кураканшăн ĕçленине шалтан туйса тăмалла. Хуйха лекрĕн пулсан та ун пирки йăлтах манмалла. Сценăн хăйнеевĕр асамлăхĕ пурах пулĕ. Выляма пуçлатăн та – мĕн япăххи хăвăртах çухалать, эсĕ хăвна çĕнĕрен çут тĕнчене килнĕ пек туятăн, мĕншĕн тесен роль туртса илет. Сăнара туллин уçса парасси пирĕншĕн ялан тĕп вырăнта тăрать. Ĕç – чун туртăмĕ пулмалла. Çавăн чухне çеç спектакльти роле ăнăçлă кăларма пултаратăн.
– Саншăн драмăра е камитре выляма лайăхрах?
– Пĕрне тепринчен уйăрмастăп, иккĕшĕнче те тулли кăмăлпа вылятăп. Трагеди те килĕшет. Тĕрĕссипе, пĕр роле те тиркеме юрамасть пирĕн. Режиссер мĕн сĕнет – çавна пурнăçламалла. Вăл вара кам хăш сăнара мĕнле кăларма пултарнине лайăх пĕлет. Пĕр енлĕ рольте çеç вылясан аталанаймастăн, асту пĕр ĕçри сăнар теприне куçма пултарать.
– Артист ĕçĕнче чи кирли мĕн тесе шутлатăн?
– Куракан санăн ĕçе хаклани. Роль пысăк е пĕчĕк – кашнине ăшшăн йышăнтăр. Çавăнпа та тăрăшса ĕçлемелле. Роле тивĕçлипе калăпласси йăлтах хăвăнтан килет.
– Театрта вылянă май сцена çинче путишле самантсене çакланнă-и?
– Пĕррехинче ачасене валли «Конек-горбунок» юмаха лартрăмăр. Тĕрлĕ классенче вĕренекенсем зал тулли. Эпĕ тĕп рольте вылятăп. Çав самантра манпа тем пулчĕ, мĕн каламалли сăмахсене манса кайрăм. Çитменнине сăвăлла каламалла. Ман çине партнер пăхать, эпĕ нимĕн те шарламастăп. Аптранă енне уткаласа çÿреме пуçларăм. Юрать-ха режиссера пулăшакан куракан сисмелле мар сăмахсене каларĕ. Хăлхана пырса кĕчĕç вĕсем. Çапла майпа çеç пăтăрмахран тухма пултартăм.
– Хăвна хăш рольте курасшăн. Санăн пурнăç ÿлĕмрен те театр таврах йĕркеленсе пырĕ-и?
– Пурнăçа театрпах çыхăнтарасшăн. Халĕ сценăсăр пурăнма та пултараймастăп пулĕ. Ĕмĕтсем пур. Манăн пĕр-пĕр спектакльте усал хĕрарăм рольне выляса пăхас килет. Паллах, ыррисем ытларах пулччăр.
Юрий КОРНИЛОВ калаçнă.
Ноябрь 2024 |