Çулсерен июнĕн 1-мĕмĕшĕнче Пĕтĕм тĕн-чери ачасене хÿтĕлемелли куна паллă тăваççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăвашстат специалисчĕсем ача-пăчан тĕп уявĕ тĕлне статистика портретне хатĕрленĕ.
Республикăра 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 18 çула çитмен 259,3 пин ача пурăнни паллă. Вăл шутран 113,9 пинĕшĕ – шкул çулĕчченхи (0–6 çулхисем), 110,1 пинĕшĕ – шкул вăхăтĕнчи ачасем (7–14 çулхисем) тата 35,3 пинĕшĕ – çамрăксем (15–17 çулхисем). Ытларах пайĕ хуласенче пурăнаççĕ: 65,3 проценчĕ. 1000 хĕрача пуçне 1052 арçын ача тивет.
Малтанхи кăтартусемпе 2018 çулта 13,1 пин ача çуралнă, вăл шутра виçĕрешсем пĕр, йĕкĕрешсем 170 çемьере. Ачасем ытларах августра çут тĕнчене килнĕ – 1249.
Пепкесенчен 4,5 пинĕшĕ çемьери пĕрремĕш, 5,5 пинĕшĕ – иккĕмĕш, 3 пин ытларахăшĕ – виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем. Арçын ачасем ытларах çуралнă: 6,8 пин.
Статистика отчечĕн оперативлă даннăйĕсемпе, кăçалхи виçĕ уйăхра 2,8 пин ача кун çути курнă. Вĕсенчен 1 пине яхăнĕ – çемьери пĕрремĕш ачасем, 1,8 пинĕшĕ – иккĕмĕш тата хыççăнхисем.
Уяв тĕлне шăпăрлансене мĕн парнелеме пулать-ха; Чи кĕçĕннисене пластмасса тетте (вăтам хакĕ – 251 тенкĕ). Çемçе тетте вара пурне те савăнтарĕ (479 тенкĕ). Пластмасса конструктор (500 тенкĕ) ачан моторикине, шухăшлавне, тавракурăмне аталантарĕ. Велосипедсем вăтамран 4674, роликлă конькисем 2217, мечĕк 1032 тенкĕ тăраççĕ. Хаклăраххи – фотоаппарат (5477 тенкĕ), планшетлă компьютер (10934 тенкĕ).
Анчах та чи хаклă парне – ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ, çепĕçлĕхĕ. Çакă ачан пурнăç йĕркелĕвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем пĕтĕм тупраран хаклăрах.
Сентябрь 2025 |