Çураки вăй илсе пырать. Уй-хирте 18 ял хуçалăх организацийĕ ĕçлет.
Кĕр тыррисене 4247 гектар апатлантарнă, ку вăл планпа палăртнин 84 проценчĕ. Пулас тухăç уйĕсене 360 гектар (7,1 процент) сÿреленĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç нÿрĕк тытма, çумкурăксене пĕтерме, хура çĕре çемçетме пулăшать.
– Ĕç çыннисем уяр çанталăкпа туллин усă кураççĕ, техника кĕрлевĕ ир пуçласа каçченех илтĕнет. Районĕпе илсен, ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне çуртрисене 1708 гектар акнă, плана 9,8 процент пурнăçланă, – пĕлтерчĕç район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчен. – Пур хуçалăхра та тырра им-çамласа акаççĕ.
Юлашки çулсенче «иккĕмĕш çăкăра» тупăшлă вырнаçтарма кăткăсрах пулин те районта çĕрулми лартакан хуçалăхсем çук мар. Çак вăхăт тĕлне «иккĕмĕш çăкăра» 500 тонна яровизацилеме хунă.
Елена ПОРФИРЬЕВА.
Сентябрь 2025 |