Пурнăç ыйтнипе, унăн уттипе

Категория: Публикации Опубликовано: 27.01.2018, 09:01 Просмотров: 565

Совет Союзĕн Геройĕ Ф.Ашмаров ячĕллĕ Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, 1893 çулта уçăлнăскер, кăçал 125 çул тултарать. Чăваш енре чи сумлă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри пулса тăни çинчен унăн директорĕ Надежда Петровна Федорова «Юратнă шкулăм – Мăн Явăш шкулĕ яланах асра» кĕнекинче тĕплĕ çырса кăтартнă.

Унăн страницисенче ку шкултан вĕренсе тухнă, каярахпа çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăннă паллă ученăйсемпе çар çыннисен, писательсемпе журналистсен, педагогсемпе врачсен, артистсемпе юрăçсен, ял хуçалăхĕнче тырпул тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе сумлă ĕçсем тунă çынсен сăнÿкерчĕкĕсем вырăн тупнă.

Ку шкулта пĕлÿ пухнă çамрăксем аслă вĕренÿ заведенийĕсенче чылаййăн вĕренеççĕ. Вĕсем шкул директорне Надежда Петровна Федорована тата пĕтĕм педагогика коллективне юбилее халалласа Тав çырăвĕсем ярсах тăраççĕ. «Сирĕн ăшă куллу, çепĕç кăмăлу, илемлĕ чуну пирĕн чĕресенче ырă вăрлăх акса хăварнă. Унран паха та патвар хунавсем шăтса çирĕпленнĕ. Эсир ирттернĕ асран кайми уроксем пирĕншĕн пурнăç урокĕсем пулса тăчĕç. Çавăншăн тавтапуç Сире, хаклă вĕрентекенĕмĕр! – тесе саламланă ку шкултан вĕренсе тухса учитель профессине суйласа илнĕ Çăкаллă Явăш хĕрĕ Алина Геннадьевна Шишкина.

– Учителĕн ĕçĕ-хĕлĕ, пĕлĕвĕ, ăсталăхĕ йăлтах хăй вĕрентнĕ ачасен ăс-тăнĕнче палăрать, калăпланать, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшать. Шкул коллективĕ юбилей çулĕнче те ачасене çирĕп пĕлÿ парассине кăна мар, кăмăл-сипет, эстетика, патриотизм воспитанине те пысăк тимлĕх уйăрĕ, – терĕ Надежда Петровна. 

Халĕ шкулта 85 ача вĕренет. Çамрăк ăру ăслă-тăнлă, анлă тавракурăмлă, çирĕп сывлăхлă çитĕнтĕр тесе учительсен нумай вăй хума тивет. Çак йывăр та чыслă ĕçе 15 педагог кÿлĕннĕ.

Ачасен патриотизмла воспитанийĕнче космонавтсен, кадетсен, волонтерсен ушкăнĕсемпе юхăмĕсене йĕркелесе яни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Альбина Васильевна Павлова космонавтсен отрядне чылай çул ăнăçлă ертсе пырать. Çĕнĕ çул умĕн Мăн Явăшри çамрăк космонавтсем республикăри фестивальте виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Акăлчан чĕлхине вĕрентекен Наталья Самарова кадетсен класне йĕркелесе ячĕ. Çĕршывăн шанчăклă сыхлавçисем пулас текенсем, кадетсен класне çÿрекенсем çарпа патриотизм темипе çыхăннă ыйтусене хуравлас енĕпе районти ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ физика учителĕ Альбина Фомина ачасене электроника, кибернетика тата ытти кăткăс наукăсене алла илме пулăшать. 

Хăйсен профессине чунтан парăннă учительсем малашне те çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ пама, çĕршывăмăра юрăхлă çынсем ÿстерме вăй-халне те, вăхăтне те шеллемĕç, пурнăç ыйтнипе тан, сулмаклăн, хăюллăн утĕç.

Владимир МОСКВИН.

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика