Сиенлĕ йăла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 29.05.2019, 13:30 Просмотров: 354

Хальхи вăхăтра Раççейре пурăнакансен 40 проценчĕ пирус туртать. Сиенлĕ йăлана пула çулсерен 300 пине яхăн çын вилет.

Чĕлĕмсĕр пурăнмалли Пĕтĕм тĕнчери кунăн лозунгĕ – «Табак тата ÿпке сывлăхĕ». Пирус туртни сывлав органĕсене япăх витĕм кÿнине кашнин пĕлмелле.

Никотин серепинчен хăтăлас тесен çак ансат мелсене пурнăçласан аван:

Литература вулăр. Тĕс-лĕхрен, чи паллă кĕнекесенчен пĕри – Алена Карра çырнă «Пирус туртма пăрахмалли çăмăл меслет».

Тус-юлташпа калаçăр, сиенлĕ йăлапа пĕрле кĕрешни лайăх.

Спортпа туслашăр. Бассейнра ишни, чупни тата ытти вăй-хал хусканăвĕсене пурнăçлани пирус туртнинчен пăрăнма пулăшĕç.

Апат рационне тĕрĕслесе тăрăр. Чĕлĕм мăкăрлантарма пăрахсан уйрăмах хĕрарăмсем нумай апат çиме пуçлаççĕ. Самăрланнине кура пăшăрханма тытăнаççĕ, пируса тепĕр хут çăвара хыпаççĕ. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесен пĕрремĕш кунтанах рациона улăштарăр: ытларах чĕрĕ пахчаçимĕç, улма-çырла, сĕт юр-варĕ çийĕр.

Пĕр-пĕр интереслĕ ĕçпе кăсăкланăр. Хобби сиенлĕ йăласенчен хÿтĕлет.

Чĕлĕм туянса мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пĕтернине шутлăр. Халĕ эсир пирус туртмастăр. Тен, пухăннă укçапа çĕршыв тăрăх çулçÿреве, курорта кайма шутламастăр-и;

Çÿлерех асăннă мелсем çирĕп кăмăллă çынсене кăна пулăшĕç. Тĕллев лартсан чĕлĕм çинчен яланлăхах манма пулать.

А.КЛИНЦЕВА,

Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕн врачĕ.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика