«Çĕнтерĕве вĕçертес килмест»

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 27.07.2019, 10:27 Просмотров: 330

Ярмушкари Надежда Лаврентьева çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче иртнĕ Раççей чемпионатне кăçал та çак шухăшпа хутшăннă.

Хăйĕн умне лартнă тĕллеве пултаруллă спортсменка хальхинче те тивĕçлĕ пурнăçланă – хăвăрт утассипе кĕмĕл икĕ медаль çĕнсе илнĕ.

Ку турнира Надежда Лаврентьева темиçе çул ĕнтĕ пĕр сиктермесĕр хутшăнать. Кăçал вара ун результачĕсем малтанхи çулсенчен лайăхрах. 5 пин метра вăл 32 минут та 24 çеккунтра утса тухнă. 10 пин метрти кăтартăвĕ – 1 сехет те 8 минут.

– Вунă километрта 21 çаврăм виççĕмĕш вырăн тытса пытăм, юлашки тăватă çаврăм юлсан вара иккĕмĕш пыракана иртсе кайрăм, ыттисене те хăваласа çитме май памарăм, – терĕ Надежда Алексеевна.

Икĕ дистанцире те ылтăн медале хăвăрт утассипе Европа чемпионки Наталья Терентьева çĕнсе илнине кура Вăрнар район спортсменкин çитĕнĕвне çав тери çÿллĕ шая лартмалла. Ылтăн тата кĕмĕл медалисткăсем ăмăрту вăхăтĕнче çывăх туслашнă. Наталья Терентьева пирĕн ентеше лайăх техникăшăн ырланă, хăвăртлăха ÿстерессипе кирлĕ сĕнÿсем панă.

Надежда Лаврентьевана сумлă чемпионат вăхăтĕнче хамăр ентеш-спортсменпа – Ершепуçĕнче çуралса ÿснĕ, Мускавшăн ăмăртнă Владимир Юлмасовпа – паллашма тÿр килнĕ. Тĕп хуламăрта чăваш чĕлхи янăранăшăн вăл питех хĕпĕртенĕ.

Çăмăл атлетка çитес çулсенчи ăмăртусем пирки те халех шухăшлать. 2020 çулта Раççей чемпионатне Адлерта, 2021-мĕшĕнче вара Шупашкарта ирттерме палăртнă-çке. Çавна май вăл тренировкăсем вăхăтĕнче дистанцие те вăрăмлатасшăн, ку таранччен 8–10 километр утнă пулсан, халĕ утас çула 15 километра çитересшĕн.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика