Калаçу – аталанăвăн кирлĕ ыйтăвĕсем пирки

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.02.2019, 13:40 Просмотров: 361

Пĕрлехи информаци кунĕ хальхинче Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Думин Федераллă Пухăвне янă Çырăвĕпе халăх патне тухнипе пĕр куна килчĕ. Çавна май тĕлпулусенче çĕршыв аталанăвĕн кирлĕ документне итлессине йĕркелерĕç.

Информаци кунĕн темисем Путин Çырăвĕнче палăртнă çул-йĕрсемпе тÿреммĕн çыхăнчĕç. Мĕншĕн тесен тĕп ыйтусен шутĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне янă Çырăвне сÿтсе явасси те пулчĕ. Тĕлпулăва хутшăннисем ку документсенче регионăн, çĕршывăн социаллă экономика аталанăвĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене çĕкленине палăртрĕç.

Чăваш Республики йăлари хытă каяшсен çаврăнăшĕн çĕнĕ йĕркине малтисен йышĕпе пурнăçа кĕртрĕ. Çĕнĕлĕх яланхиллех халăхра чылай ыйту çуратрĕ. Уйрăмах ял çыннисен пăшăрханăвĕ вăйлă сисĕнчĕ, вĕсем çÿп-çап илсе тухнишĕн хăйсемшĕн хулари пекех тариф çирĕплетнине сивлерĕç. Пĕрлехи информаци ушкăнĕн районти ертÿçи – Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов, Калинино ял поселенийĕнчи тĕлпулусене хутшăннă май, хака çĕнĕрен пăхса тухнине, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ялта пурăнакансем ТКО-шăн 60,71 тенкĕ тÿлессине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех вăл хак татах йÿнелме пултарнине каларĕ, çакна республикăри пилотлă районсенче çÿп-çап калăпăшне çулталăк тăршшĕпе шута илнипе çыхăнтарчĕ. «Çак йĕрке туллин ĕçлесе кайсан, халăх ăнлансан хамăр пурăнакан вырăн экологи тĕлĕшĕнчен тасаласси куçкĕрет. Ку – пулас ăрусемшĕн пысăк та кирлĕ ĕç», – терĕ Сергей Владимирович.

Пирĕн районта çÿп-çапа илсе тухассишĕн И.Филиппова уйрăм предприниматель яваплă. Кашни ялтах ТКО пухмалли вырăнсене палăртнă: 74-шĕнче контейнерсем вырнаçтарнă, 183-шĕнче хытă каяшсене михĕсемпе илсе тухассине йĕркеленĕ.

Ку ушкăнри тĕлпулусене хутшăннă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов кăçал район бюджетĕнчен контейнер площадкисене йĕркелеме тата тума 5,6 млн тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ.

Хальхи вăхăтри çивĕч ыйтусенчен пĕри – аналоглă телехыпарлавран цифра çине куçасси. Республикăра ку тĕлĕшпе 42 объект çĕкленĕ. Пирĕн районта – пĕрре: Малти Ишек ялĕнче. Халĕ тÿлевсĕр 20 телеканала кашни ялтах тенĕ пек курма май пур. Упнерпе Авшак Элмен ялĕсемсĕр пуçне – вĕсенче цифра эфирĕн сигналĕ çук. Ку ыйтăва татса парасси республика ертÿлĕхĕн тимлĕхĕнчех.

Çавăн пекех информаци ушкăнĕн членĕсем граждансене килти чĕрчунсене, уйрăмах йытăсене, тытмалли йĕркене, пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕç.

Калинино, Аçăмçырми, Ярмушка ял поселенийĕсен коллективĕсемпе ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура Раççей Президенчĕн тата Чăваш ен Пуçлăхĕн Çырăвĕсене тĕплĕн тишкерчĕç. Сергей Павлов вĕсенче палăртнă тĕллевсене туллин пурнăçламаллине каларĕ. Уйрăмах вăл Путин нумай ачаллă çемьесене пулăшма сĕннĕ самантсене ырларĕ. Çĕршыв пуçлăхĕ ку категорире ипотека кредитне татма 450 пин тенкĕ уйăрма, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачашăн паракан тÿлевсен планкине пурăнмалли чи пĕчĕк икĕ виçи таран ÿстерме, виçĕ е ытларах ачаллă çемьесен налук тиевне чакарма сĕнчĕ тата ытти те.

Медицинăра шыçă чирĕсемпе кĕрешме çывăх ултă çулта пĕр триллион тенкĕ пăхнă. Ялти культура çурчĕсене çĕнетме тата тума – 17 млрд тенкĕ, Путин сăмахĕсемпе, 2021 çул тĕлне мĕнпур шкула пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтармалла. Çавăн пекех «Земство учителĕ» программа ĕçлесе кайĕ. Яллă вырăна килекен вĕрентекенсене пĕр миллион тенкĕ тÿлĕç...

Вăрнар районĕнче пĕтĕмпе пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика