Пултарулăх фестивалĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2019, 08:50 Просмотров: 334

Вырсарникун районти культура çуртĕнче Раççейри Театр çулталăкне халалласа «Яланах театр!» фестиваль иртнĕ. Унта ял клубĕсенчи вунпĕр театр коллективĕ хутшăннă.

Хăмăшри культура çурчĕ çумĕнчи драма ушкăнĕ Альбина Никитинан (Сухан) «Вĕрентеççĕ арăмсем» камичĕпе сцена çине тухнă. Галина Блинова ертсе пыракан коллектив ăста вылявĕпе 1-мĕш вырăн йышăннă. Спектакльте Хветĕре сăнлакан Иван Комаров «Арçын рольне чи лайăх вылякан» номинацире çĕнтернĕ.

Ку номинацире çавăн пекех Зиновий Углов та палăрнă. Вăл Н.Чембекăн «Ним çукран нимĕр» спектаклĕнче Ваççа сăнарне ĕненмелле калăпланă. Çавалкассем (ертÿçи В.Вишневская) фестивальте 2-мĕш вырăн йышăннă.

Арçын рольне ăста вылякансенчен тепри – Малтикас Ялтăрари Валерий Кураков.

Коллективсем хушшинче III степеньлĕ диплома Кÿстÿмĕрти культура çурчĕн «Салампи» театр ушкăнĕ тивĕçнĕ. Вĕсем Дмитрий Моисеевăн «Ăнсăртран аслати авăтсан» камитĕнчи сыпăка кăтартнă. Ку ушкăна çÿрекен Светлана Комиссарова Матĕрне ролĕпе «Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан» пулса тăнă.

Çавăн пекех Мăн Явăшри культура çурчĕн артисчĕ Надежда Толстова «Хÿри вĕçне туй килсен» спектакльти Крахьян ролĕшĕн ку номинацире диплома тивĕçнĕ.

«Чи лайăх миниатюра» номинацире санарпуçсем (ертÿçи Любовь Киселева) «Палăк», малтикас-ялтăрасем (ертÿçи Надежда Куракова) «Ялти ир» номерсемпе палăрнă.

Чи лайăх декораци – хирпуçсен. Ертÿçи – Е.Репицина.

«Спектакльти чи лайăх сыпăк» вара Хурăнсур Çармăсри театр коллективĕн пулнă. «Салампи» ушкăн Н.Айзманăн «Кай, кай Ивана» спектакльти сыпăка кăтартнă. Тĕп роле – Йăкăната – театр ушкăнĕн ертÿçи Михаил Кузьмин вылянă. Кĕтерук – Ольга Кузьмина, евчĕ – Надежда Андреева.

Çак кунах районти культура çуртĕнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ художество сăмахĕн конкурсĕ те иртнĕ. Унта 4–80 çулсенчи 57 çын хутшăннă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика