Çынна клуб та, лавкка та кирлĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.05.2019, 13:26 Просмотров: 286

Çуралса ÿснĕ ялăма кайса курманни чылай пулать. Тăвансенчен никам та юлман ман унта, анчах та ял-йыш питĕ çывăх.

Тухса утрăм тăван Уйкас Ялтăра енне. Вăл Малтикас Ялтăра ялĕнчен пĕр çухрăм аякра вырнаçнă. Ял вĕçĕнчи пÿртре çемье пурăнать, унтан пилĕк çурт пушă ларать. Урампа утса хăпаратăп. «Акă, умри çуртсенче пĕчченех пурăнаççĕ», – тетĕп хам ăшра. Вĕсенчен пĕри инвалид тăванĕ патĕнче пурăнать. Тепĕр килĕнче – 89 çула çитекен хĕрарăм. Ватă çын патне кĕрсе чуна уçса калаçрăм. Вăл ялта çамрăксем тытăнса тăманнишĕн кулянать. Акă, пÿрт тума пуçланă çамрăк çемьесем те Шупашкара каяс шухăшпа пурăнаççĕ иккен, вĕсем пуласлăх çук ялта тытăнса тăрасшăн мар. Клуб та, лавкка та хупнă. Этеме кашни кун çимелли кирлĕ. Эрнере пĕрре яла автолавкка килсен пирĕншĕн тем пекех лайăх пулĕччĕ, тесе çирĕплетеççĕ уйкас-ялтăрасем.

Темле йывăр пулсан та вăрçă çулĕсенче те çак ял халăхĕ тунсăха путман. Вĕсен ыррине кĕтмелли çеç юлать. Çуралнă ял шăпишĕн чуна ыраттарса хам пурăнакан кил еннелле выртакан сукмакпа утса кайрăм.

Нина ПАРАМОНОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика