Чăваш ен информполитика минис-трĕн тивĕçĕсене пур-нăçлакан Кристина Майнина патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электронлă мелпе Патшалăх тата муниципалитет тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă илес-си меллĕрех пулни çинчен ăнлантарнă.
Пулăшу ĕçĕсен пысăк пайне электронлă мел çине куçарнă ĕнтĕ. Ку список анлăлансах пырĕ, кăçал тата 25 пулăшу ĕçне «цифрăлама» палăртнă. Республикăра паян ку пулăшусемпе ĕçлекен вун-вун центр пур – усă курмашкăн чăрмав çук. Пĕлтĕр вĕсем 2,5 миллион пулăшу кÿнĕ. Çак шутра ытларах – врачсем патне йышăнăва çырăнасси (1,5 миллион тĕслĕх), ĕç тупма пулăшу тата 3–7 çулсенчи ачасемшĕн тÿлев ыйтни.
Хальлĕхе, Кристина Андреевна палăртнă тăрăх, патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе электронлă майпа тивĕçтерессипе республикăра пурăнакансен 75: усă курать. Ку, ун шучĕпе, чикĕ мар. Хăшпĕр регионта çак виçе 100: та çитнĕ ĕнтĕ, апла-тăк пирĕн те ĕçлемелли пур-ха.
Ноябрь 2025 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 | 2 |
| 3 | 4 | 5
|
6 | 7 | 8 | 9 |
| 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 |
| 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 |
| 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 |
