Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 13.02.2021, 11:40 Просмотров: 448

Республикăра ял поселенийĕсен территорийĕсенчи чи лайăх муниципаллă культура учрежденийĕсене палăртнă. Çавăн пекех ку сферăри чи хастар ĕçченсен ячĕсене те асăннă.

Конкурс суйлавне район администрацийĕсенчен 75 заявка тăратнă, вĕсенчен 41-шĕ – муниципаллă культура учрежденийĕсенчен, 34-шĕ – культура ĕçченĕсенчен. Чи пултаруллисене тĕрлĕ номинацисенче суйланă: «Чи лайăх районти культура çурчĕ», «Ялти чи лайăх культура çурчĕ», «Ялти чи лайăх библиотека», «Чи лайăх муниципаллă музей», «Районти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ», «Ялти культура çурчĕн чи лайăх ĕçченĕ», «Поселенисем хушшинчи библиотекăн чи лайăх ĕçченĕ», «Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ», «Муниципаллă музейăн чи лайăх ĕçченĕ».

Сумлă тупăшура вăрнарсем те хăйсене маттур кăтартни савăнтарать. Малти Ишекри библиотекăн ертсе пыракан библиотекарĕ Надежда Ефимова, акă, республикăри çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме пултарнă. Ку тата çывăхри ялсенче пурăнакансене кĕнекепе, хаçат-журналпа туслаштаракан хастар библиотекарь «Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ» номинацире мала тухнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика