Юсавçăсем-ши е мушенниксем?

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.02.2021, 14:23 Просмотров: 352

Тар тăкмасăрах пуяс текенсем нумайланса пыраççĕ. Пĕрине, теприне улталани çинчен тăтăшах илтме пулать. Нумаях пулмасть редакцие поселокра пурăнакансем темиçен те шăнкăравларĕç. Пурне те пĕрешкел ыйту кăсăклантарчĕ.

– Иртнĕ эрнере Карл Маркс урамĕпе Шупашкарти пĕр организацин ĕçченĕсем çÿрерĕç. Хăйсене çапла паллаштарчĕç-ха вĕсем, докуменчĕсене те кăтартрĕç. «Дымоходсем» тĕрĕслетпĕр теççĕ. Вĕсен тивĕçтерĕвĕсемпе усă курас текенсенчен камран 5-шер, камран 8-шар пин тенкĕ ыйтнă иккен хайхи сотрудниксем. Халĕ иккĕленетпĕр: чăннипех специалистсем-ши вĕсем е мушенниксем; – пăшăрханса пĕлтерчĕç шăнкăравлакансем.

Лару-тăрăва уçăмлатас тесе ВДПО-н районти уйрăмĕпе çыхăнтăмăр. Ку ыйтупа поселок çыннисем вĕсем патне те шăнкăравланине пĕлтерчĕ Людмила Калитова ертÿçĕ. ВДПО сотрудникĕсем килĕрен çÿресе çынсене кунашкал тивĕçтерÿсем сĕнмеççĕ, тÿлевсем ыйтмаççĕ тесе çирĕплетсех асăрхаттарчĕ вăл. Тĕрĕссипе, организацире ун чухлĕ ĕçлекен те çук-мĕн.

– Нумай хутлă çуртсенчи (вăл шутра – хваттерсенчи те) тĕтĕм çулĕсен, вентиляци каналĕсен юсавлăхне, йĕркеллĕ туртнине тĕрĕслесе тăрассишĕн управляющи компанийĕсем е ТСЖ-сем яваплă. Ку ĕçе пурнăçлама ятарлă организацисемпе хваттер хуçисем уйрăммăн мар, вĕсем килĕшÿ çыраççĕ. Тÿлевĕ тĕлĕшпе те, миçе хваттере тĕрĕсленине кура, хăйсемех татăлаççĕ – харпăрлăхçăсем мар! Кăçал, сăмахран, поселокри нихăш управляющи компанийĕ те, ТСЖ та пирĕнпе тивĕçтерÿсем кÿме килĕшÿ çырман.

Уйрăм çуртсенче тĕтĕм çулĕсем нормăна тивĕçтернине тĕрĕслетпĕр-ха эпир, анчах ку ĕç газ котелĕсене улăштарнă чух пурнăçланать. Акт çырса панипе пĕрле тивĕçтерÿ хакĕ 990 тенкĕпе танлашать, – ăнлантарчĕ Людмила Семеновна.

Ирина ЯКОВЛЕВА.    

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика