«Вăрçă ачисен» статусĕ тинех укçан виçекен çăмăллăхпа тĕрекленĕ. Çакна Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тивĕçлĕ саккуна улшăну кĕртме сĕнсе ырланă.
Çăмăллăх пуласси пирки Олег Николаев хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче каланăччĕ. Нумай кĕтме тивмерĕ – саккун проектне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, «вăрçă ачисен» хушма çăмăллăх пулать. Хваттершĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çак статуслă çынсем 25: танлашакан çăмăллăхпа усă курса тÿлĕç. Енчен те гражданинăн темиçе сăлтавпа çăмăллăхпа усă курмалли ирĕк пур-тăк – вĕсен çав сăлтавсенчен пĕрне суйласа илмелле.
Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра «вăрçă ачин» статусне илмелли ирĕк пуррисен шучĕ 64,5 пин çынпа танлашнă. Тивĕçлĕ удостоверение илнисем – хальлĕхе 40 пин çын патнелле.
Ноябрь 2024 |