Июль уйăхĕнче пĕтĕмпе гражданла тăрăмăн 118 актне регистрациленĕ, пĕлтерет район администрацийĕн ЗАГС пайĕ. Вĕсем яланхиллех вырăнти демографи куçăмĕпе çыхăннă.
Çак уйăхра, сăмахран, çут тĕнчене 28 ача килнĕ. Ку савăнăçлă пулăм. Çав вăхăтрах хурлăхлă сăлтавпа çырнă актсем чылай нумайрах. Çын вилнине 66 документра регистрациленĕ.
Пĕрлешсе çĕнĕ çемье çавăракансем вара июльте 10 мăшăр пулнă. Уйрăлнисен хисепĕ сахалрах – 7 мăшăр.
Тĕрлĕ сăлтавпа хăйсен ятне ылмаштарас текенсем те тупăннă% ку тĕлĕшпе актсене 2 запись кĕртнĕ. Çавăн пекех ашшĕлĕхне çирĕплетсе 5 документ çырнă.
ЗАГС специалисчĕсем ку уйăхра гражданла тăрăм акчĕсене тÿрлетÿсем кĕртессипе 7 заявлени пăхса тухнă, тепĕр хутчен 35 свидетельство, 114 справка çырнă, 83 тĕслĕхре тĕрлĕрен сведенисемпе тивĕçтернĕ тата ытти те.
Гражданла тăрăм акчĕсен патшалăх регистрацийĕшĕн тата юридици пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçшĕн патшалăх пошлинине 29280 тенкĕ пухнă.
Ирина ЯКОВЛЕВА.
Ноябрь 2024 |