Кăçалхи сентябрь ăшăпа савăнтармасть. Тăтăш ăмăр кунсем тăраççĕ, çумăр та лÿшкет. Çавна май ОРВИпе чирлекенсен шучĕ те ÿснĕ, пĕлтерет республикăри Сывлăх сыхлавĕн министерстви.
Ведомство пĕлтернĕ тăрăх, юлашки эрнере республикăра ОРВИпе чирленĕ 9035 тĕслĕхе шута илнĕ. Маларахри эрнерен 1,5 хут ÿснĕ.
Чир аслисем хушшинче 1,4 хут, 3–6 çулти ачасем хушшинче 9,6 %, 7–14 çултисем хушшинче 2,2 хут, 15–17 çултисем хушшинче 1,7 хут ÿснĕ.
7–14, 15 çултан аслăраххисем хушшинче эрнери эпидемиологи чикки пысăкланнă. Хăшпĕр район-хулара ОРВИпе чирлесси республикăри вăтам кăтартуран пысăкрах: Шупашкар хулинче – 1,5 хут, Çĕмĕрлере – 33,6 процент, Канашра – 17,5 процент, Çĕрпÿ районĕнче – 30,4 процент.
Республикăра грипа хирĕç прививка тăвас ĕç пырать. Чăваш ене пĕтĕмĕшле 290 пин доза вакцина (палăртнин 38,8 проценчĕ) илсе килнĕ. Медицина организацийĕсен кăтартăвĕсем тăрăх грипран 105 317 çынна вакцинациленĕ (республикăри халăхăн 8,7 проценчĕ), вăл шутра 39 пин те 798 ачана.
Ноябрь 2024 |