Максим Алексеев - Чăваш ен чемпионĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 17.10.2023, 08:57 Просмотров: 62

Çиçĕмле хăвăртлăх, хăюлăх, çирĕплĕх... Ку вăл пĕтĕмпех бокс. Çак спорт тĕсĕ енĕпе юпа уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Вăрнар округĕн пуçлăхĕн Андрей Тихоновăн парнисене çĕнсе илессишĕн «Рассвет» спортшкулта республика ăмăртăвĕ иртрĕ.

Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ Василий Шоркин, Вăрнар округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Сергей Петров, округ депутачĕ Евгений Захаров тата ытти сумлă хăнасем çамрăк боксерсене хĕрÿ тупăшура ăсталăха кăтартма, çĕнтерÿ патне мĕнпур вăйран талпăнма сунчĕç.

Республика, Раççей гимнĕсем янăрарĕç. Çамрăк боксерсем кашни сăмаха чĕре витĕр кăларса юрларĕç. «Рассвет» спорт шкулĕн фитнес-аэробика уйрăмĕн воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, боксерсене хастар ăмăртма хавхалантарса ташă ташларĕç. Светлана Мальцева тренер ертсе пынипе ачасем мероприятие килнисене чăннипех савăк кăмăл парнелерĕç.

Ăмăрту икĕ куна пычĕ. Чăваш енри хуласемпе округсенчен килнĕ 72 спортсмен вăй виçрĕ. Вăрнар ен çамрăк боксерĕсем те пьедесталăн çÿллĕ пусмисем çине çĕкленме тивĕçрĕç. Пуринчен маттурри, вăйли Максим Алексеев пулчĕ. Вăл 55 кг виçе категорийĕнче пурне те çĕнтерчĕ. Абсолютлă чемпион пулса тăчĕ. Максим Вăрнарти 2-мĕш шкулта 8-мĕш класра ăс пухать. «Рассвет» спорт шкулĕнче пултаруллă тренерсем Дмитрий Прокопьевпа Геннадий Егоров патĕнче ăсталăха туптать. Боксерсен тупăшăвĕнче Максим Алексеевсăр пуçне Вăрнар енчи тата икĕ хастар палăрчĕ. Егор Васильев иккĕмĕш, Арсений Федоров виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Кубоксемпе, медальсемпе чысларĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика