Урама Ĕç Геройĕн ятне парасшăн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 20.02.2024, 13:59 Просмотров: 72

Кульцав территори пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Павлова 2023 çулхи ĕç-хĕле отчетлă пухура пĕтĕмлетрĕ. Организацисен аталанăвĕ, патшалăх программисене пурнăçлани, демографи лару-тăрăвĕ, правăна пăсасран асăрхаттарас енĕпе мероприятисене епле ирттерни тата пĕлтерĕшлĕ ытти ыйту пулчĕ.

Кульцав территори пайĕнче хăтлăх кĕртессипе пĕлтĕр сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Кульцаври Колхоз урамĕнче 352 метр çула вак чул сарса хытарнă. Çĕн Мĕлĕше кĕнĕ çĕрте вырнаçнă пĕвене тасатнă. Ĕçе пуçаруллă бюджет программине хутшăнса пурнăçланă. Укçа-тенке республика, округ бюджечĕсенчен уйăрнă. Пĕрлехи кассăна хулăмлатма халăх та, организацисем те, Игорь Ехлаков предприниматель те пулăшнă. Виçĕ ялта - Кульцавра, Çĕн Мĕлĕшре, Кив Мĕлĕшре - автобус чарăнмалли çĕнĕ павильонсем вырнаçтарнă.

«Сывлăх» наци проектне пурнăçа кĕртсе Кульцаври пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.

Маргарита Сергеевна кăçалхи планпа та паллаштарчĕ. Кив Мĕлĕшри Хĕвелтухăç урамĕнче вак чул сарма, Кульцавра почта çыхăнăвĕн çĕнĕ уйрăмне тума планланă. Аукцион ирттернĕ тата подрядчике палăртнă хыççăн Кив Мĕлĕшпе Çĕн Мĕлĕшре масар çурчĕсем туса лартĕç.

Пухура округ пуçлăхĕн заместителĕпе Сергей Петровпа полицин «Вурнарский» пайĕн дознани уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Константинов та пулчĕç.

Сергей Петров пушарсен сăлтавĕсем çинче чарăнса тăчĕ, пухăва килнисене пурăнмалли кил-çуртра газ сĕрĕмĕ юраманни çинчен аса илтерчĕ. Ял çыннисене пуçаруллă бюджет программине пурнăçлама хастартарах хутшăнмалла терĕ. Сергей Петров Кульцаври пĕр урама Социализмла Ĕç Геройĕн Сергей Коротковăн ятне пама сĕнчĕ.

Пухура ултавçăсем пирки те калаçрĕç. Вĕсем вăй хумасăрах укçа тума хăнăхнă. Мушенниксен серепине ан лекчĕр тесе право хуралĕнче тăрăшакан Алексей Константинов отчетлă пухăва килнисене тĕплĕн ăнлантарчĕ. Уйрăмах сотовăй телефонпа усă курса улталакансем йышланса пынине çирĕплетрĕ.

Ял çыннисем урамсене лапка-лапка çăвакан юртан тăтăшах вăхăтра тасатса тăнăшăн Вăрнар округĕн, Кульцав территори пайĕн администрацийĕсене пур кăмăлтан тав турĕç.

Маргарита Павлова та ял çыннисене ыр сăмах каларĕ, кульцавсене пĕрлехи тухăçлă ĕçшĕн, территори пайĕн пурнăçне хастар хутшăннăшăн, ятарлă çар операцийĕнче ирсĕр нацистсемпе кĕрешекенсем валли гуманитари пулăшăвĕ ăсатнăшăн тав турĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика