Мухтавлă космонавтăн паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ асрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 10.09.2024, 15:17 Просмотров: 85

«Мана тăван Шуршăл ялĕ тата çăлтăрлă тÿпе час-часах тĕлленет», - аса илнĕ пирĕн аслă ентешĕмĕр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ Андриян Григорьевич Николаев летчик-космонавт. Ятлă-сумлă ентешĕмĕр çуралнăранпа авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче 95 çул çитрĕ.

Легендарлă космонавт çут тĕнчене килнĕ тăван ялĕнче - Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăлта - чаплă уяв иртнĕ. Вăрнар делегацийĕ те хутшăннă.

- Мухтавлă Андриян Николаевăн паттăрлăхĕ çинчен ăруран ăру пĕлччĕр, - тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Андриян Николаев Гагаринпа Титов хыççăн тĕнче уçлăхне парăнтарнă виççĕмĕш космонавт.

Пирĕн ентеш рекордсем кăтартнипе те палăрнă. Малтанхи вĕçевре вăл çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут çаврăннă. Çавăн пекех Шуршăл каччи космос карапĕнче скафандр хывнă тата ларкăч çумĕнчи пиçиххине вĕçертнĕ, ирĕклĕ вĕçеве туйса курнă. Унччен ун пекки пулман. Иккĕмĕш хут вĕçсен уçлăхра 18 талăк пулнă. Пысăк наградăсене тивĕçнĕ космонавт пачах та мăн кăмăллă пулман, халăхпа яланах тараватлăн калаçнă.

Уява пухăннисене Патшалăх Канашĕн председателĕ Леонид Черкесов та, Андриян Николаевăн хĕрĕ Елена Терешкова та ăшшăн саламланă.

Хăнасем асăну комплексĕн пахчине çитнĕ, асра юлмалăх улмуççи лартнă. Пархатарлă ĕçрен Елена Андрияновнăн çемйи те пăрăнман.

Космонавтика музейĕн малашлăхĕ çутă пулĕ. Кунта тепĕр çултан тытăнса калăпăшлă реконструкци ĕçĕсем иртмелле.

Хăнасем Андриян Николаевăн вилтăприйĕ çине чечексем хунă.

Ырă, уçă кăмăллă, яланах хăйĕн тăван Чăваш енĕшĕн çунакан Андриян Григорьевич Николаев пирĕн чĕресенче яланлăхах юлĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика