Транспортпа ÿсĕрле çÿрекенсемпе саккун çирĕп. Çул-йĕр йĕркине сĕмсĕррĕн пăсакансем пысăк штраф «çаклатнипе» пĕрлех водитель удостоверенийĕсĕр, ку киревсĕр ĕçшĕн темиçе хут та лексен - автомобильсĕр те тăрса юлма пултараççĕ.
Юлашки вăхăтра, акă, руль умне хĕрĕнкĕ ларма «юратакансен» машинисене темиçе те туртса илсе СВО зонине ăсатнă. Çак кунсенче вара суд приставĕсем конфискациленĕ тепĕр транспорт хатĕрне ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли янă. Хальхинче - пирĕн тăрăхран.
- Вăрнар округĕн çынни, автотранспорт хатĕрне ÿсĕрле тытса пынăскер, пĕрре мар ГИБДД сотрудникĕсене çакланнă. Çавăншăн ăна Раççей Уголовлă кодексĕн 264.1-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе уголовлă явап тыттарнă, суд приговорĕпе унăн машинине туртса илме палăртнă. Йышăнăва пурнăçласа Вăрнарти суд приставĕсем «KIA Sportage» иномаркăна конфискацилесе Оборона министерствин представителĕсене панă. Малашне ку машина ятарлă çар операцийĕнче çар заданийĕсене пурнăçлама пулăшса пырĕ, - пĕлтерет Суд приставĕсен федераллă службин республикăри Управленийĕ.
Каламалла, çулталăк пуçланнăранпа республикăра ÿсĕр водительсенне туртса илнĕ икĕ автомобиль Раççей çарĕн автопаркне хушăннă.
Апрель 2025 |