Çул урлă каçнă чух тимлĕх кирлĕ, çав вăхăтра кĕсье телефонĕпе калаçма юрамасть, тумтир çинче çутатакан япаласем пулсан лайăх – çак асăрхаттарусем паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Кĕрхи çанталăк тĕксĕм, хăвăрт тĕттĕмленет, юр çути хальлĕхе çук-ха. Йĕпе-сапара вара çулсем ултавлă, кĕç, ак, пăрлак та йывăрлăх кăларĕ. Çавăн пиркиех çул çинче инкексем тухас хăрушлăх пысăк.
Кунсăр пуçне хăрушсăрлăх тĕлĕшпе районти лару-тăру лăпкă марри те тимлĕхе ÿстерме хистет. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан инкексем тĕлĕшпе ÿсĕм пур. Октябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне районти çулсем çинче 28 инкек пулнă (пĕлтĕр – 23). Вĕсенче ултă çын (иртнĕ çулта – 3) пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Синкере лекнисенчен тăваттăшĕ – çуран пынă çынсем. Пĕтĕмпе çуран çынсем хутшăннипе 8 инкек çырăннă.
Лару-тăрăва пĕр пулăм кăна лайăх енне улăштарма пултарать – пурте яваплăха туйса, пĕр-пĕрне хисеплесе çул-йĕр правилисене пĕр сăмахсăр пăхăнни. Çуран çÿрекенсем те, водительсем те, транспорт хатĕрĕн пассажирĕсем те... – çул юхăмне хутшăнакан мĕнпур çынсем. Унсăрăн йĕркелĕхе тивĕçтерме, синкерлĕ тĕслĕхсене асăрхаттарма йывăр.
Чăн та, çуллахи вăрăм кунсем хыççăн халĕ кĕрхи тĕттĕме тÿрех хăнăхма çăмăл мар. Водитель, сăмахран, тĕксĕм тум тăхăннă çынна çийĕнчех асăрхаймасан та пултарать. Çавăнпа тумтир çинче çутта тавăракан пайсем пулни е çутатакан япаласем (брелоксем, браслетсем тата ытти) пĕрле илсе çÿрени хăвăр сыхлăхшăнах кирлĕ. Хула-ял мар вырăнсенче тĕттĕм вăхăтра çÿренĕ чухне çакăн пек япаласем пулмаллине вара правилăсемпе çирĕплетнĕ.
Водительсене те тимлĕхе çухатмалла маррине аса илтерес килет. Хăвăртлăх режимне уяни пĕлтерĕшлĕ – çакă та чылай чухне инкексен сăлтавĕ. Обществăлла транспорт чарăнăвĕсенче, автомашинăсем ларакан вырăнсенче асăрхануллă пулмалла – вĕсенчен çуран пыракансем тăрук сиксе тухни сайра мар. Ятарлă вырăнсене уямасăр, таçта васкаса, ăçта килнĕ унта çул урлă каçакансем те нумай. Çавăнпах водителĕн çул çинчи лару-тăрăва пĕрмаях тĕрĕслевре тытмалла тесен те йăнăш мар.
Тĕрĕссипе, асăрханулăх вăл пуриншĕн те кулленхи йăлана кĕмелле. Хăрушсăрлăхшăн кашнин хăйĕн тăрăшмалла, тĕрлĕ инкеке пула çулсеренех пиншер çын вилмеллех аманнине асрах тытма тăрăшмалла. «Япăххи пулмĕ-ха» тесе хăвна çул çинче çăмăлттайла тытни ырă патне илсе çитермест. Яваплăх кăна усаллине сирме пулăшĕ.
Г.КАЗЫКИН,
районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ.
Ноябрь 2024 |