Пĕлĕве тĕрĕслерĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.03.2019, 08:51 Просмотров: 474

Мартăн 16-мĕшĕнче «Август» Фирма» АО-н «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ йăлана кĕнĕ «Надежда «Августа» хи-ми олимпиадине йĕркелерĕ. Заводра хальхинче ку предмета чи лайăх пĕлекен 70 ытла вĕренекен тĕл пулчĕç.

Предприяти ку мероприятие ачасем хушшинче хими тĕлĕшпе кăсăклăха ÿстерес тĕллевпе пуçарнă. Олимпиада патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем умĕн иртнĕрен аслă классенче вĕренекенсене хăйсен пĕлĕвне тепĕр хут тĕрĕслеме май парать.

Олимпиадăна уçнă май, завод директорĕ Владимир Свешников пурнăçра ăнăçтăр тесен яланах вĕренмеллине, çĕнĕлĕхсене пĕлме тăрăшмаллине, çакă уйрăмах техника сферинче кирлине палăртрĕ. «Опыт пухăр, аслă шкулсене вĕренме кĕме портфолиона çитĕнÿсемпе тултарăр. Тепĕр темиçе çултан, аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн, сире хамăр заводра курас шанăç пур», – терĕ вăл.

Олимпиадăна хутшăнакансене тата педагогсене çавăн пекех заводăн социаллă тивĕçтерÿсен управленийĕн пуçлăхĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Евгений Захаров та саламларĕ.

Шкул ачисем олимпиада заданийĕсене виçĕ пÿлĕмре пурнăçларĕç. Ытти çулсенчи пекех вĕсене Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн преподавателĕсем хатĕрленĕ.

Ачасен пĕлĕвне шкулсенчи учительсемпе пĕрле заводăн тĕп технологĕ Марина Кострюкова, наукăпа производство центрĕн пуçлăхĕ Ольга Капитонова, ун ĕçченĕсем – Наталья Скворцова, Елена Аликова, Алиса Гаврилова, Людмила Петрова технолог, промышленноçпа санитари лабораторийĕн ĕçченĕ Людмила Григорьева хакларĕç.

Тест тата практика заданийĕсем валли икĕ сехет уйăрнă. Пÿлĕмсенче пуçсене тарăннăн ĕçлеттерни хуçаланчĕ, ачасен шухăшлă сăн-пичĕ вĕсем çине тăрса тăрăшнине çирĕплетрĕ.

Жюри ĕçсене тĕрĕсленĕ вăхăтра ачасене апата чĕнчĕç. Вĕсен бассейна тÿлевсĕр кĕме май пулчĕ. Нумайăшĕ заводăн Ĕç Мухтавĕн музейĕпе, библиотекăпа паллашрĕ.

Пĕтĕмлетÿсене итлеме пурте актовăй зала пуçтарăнчĕç. Чыслава хутшăннă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов завод коллективне лайăх пуçарушăн тав турĕ, шкул ачисем хушшинче наукăпа тĕпчев ĕçне сарассине аталантарас, професси суйлама пулăшас ĕçе тÿпе хывнăшăн Владимир Свешников директора Тав хучĕ пачĕ. Денис Юрьевич кунашкал мероприятисем професси илнĕ хыççăн çамрăксене тăван тăрăха таврăнма май панине те палăртрĕ.

8-мĕш классем хушшинче çак ачасем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç: 1-мĕш вырăнта – Вăрманкас шкулĕнчи Максим Петров, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсенче – Вăрнарти 1-мĕш шкулти Роман Ижелеев тата Ярослав Тихонов. 9-мĕш классем хушшинче малти икĕ вырăна Вăрнарти 2-мĕш шкул вĕренекенĕсем тивĕçрĕç: Евгения Скворцова тата Юлия Савина. 3-мĕшĕнче – Вăрнарти 1-мĕш шкулти Никита Маслов. 10-мĕш классем хушшинчи çĕнтерÿçĕсем: Дмитрий Никитин (Вăрнарти 2-мĕш шкул), Екатерина Иванова (Санарпуç) тата Ярослав Митрофанов (Вăрнарти 2-мĕш шкул). 11-мĕш классем хушшинче мала тухнисем: Данил Алексеев, Юлия Зайцева, Никита Алексеев. Виççĕшĕ те Вăрнарти 2-мĕш шкулта вĕренеççĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнчен компьютер технологийĕн лавккинче тавар туянма сертификатсене, олимпиадăна хутшăннисем пурте асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Маттур ачасем хатĕрленĕ учительсене те – Вера Алексеевна Золинана, Людмила Петровна Прокопьевана, Галина Ивановна Егорована, Аделина Михайловна Степанована, Алина Геннадьевна Капитонована, Елена Егоровна Рыжована – чысларĕç.

«Кашни олимпиада çĕнĕ пĕлÿсем парать. Вĕсене мĕн чухлĕ ытларах хутшăнатăр, пурнăçра пулакан экзаменсенче, вĕренме кĕмелли тупăшусенче, калаçусенче çавăн чухлĕ сахалрах пăшăрханатăр. Тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу сунатăп», – терĕ Владимир Свешников.

Людмила Иванова.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика