Мĕнпур сасă вăйлă Раççейшĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 19.03.2024, 14:39 Просмотров: 371

Суйлава хутшăнакансенчен кашни тенĕ пек хăй вăйлă лидершăн, тăнăçлă Раççейшĕн, мирлĕ пурнăçшăн сасăланине палăртрĕ

Маларахри тапхăрти суйлавсене аса илсе Вăрнар округĕнче хальхи сасăлава та уява çавăрма тăрăшрĕç. Çитменнине, суйлав кунĕсем Çăварни кунĕсемпе пĕр килчĕç. Çавăнпа та кашни ялта тенĕ пекех суйлавçăсене юрă-ташăпа, вăйăсемпе кĕтсе илчĕç.

Пуканкассинчи Лиана Григорьеван, акă, суйлав участокне çитсен сăвă та çуралнă:

Ырă кун пуçланчĕ

Сар хĕвел тухса.

Кăра çил лăпланчĕ,

Тĕлĕрме кайса.

Çут тĕнче вăранчĕ,

Çĕнĕ ĕç алра.

Кăмăла тултарчĕ.

Ĕмĕтсем умра.

Суйлава чĕнетпĕр,

Ыррине шанса.

Ăш пилпе кĕтетпĕр,

Алăка уçса.

Хальхи суйлавра асра юлмалли самантсем чылай пулчĕç. Хăшпĕр çынсем унта хăйсен çăмламас тусĕсемпе килчĕç. Çĕн Кипекри Мария Андреева, Вăрнарти Александровсем, Александр Ефимов пÿлĕмре пурăнакан йыттисемпе пĕрле сасăларĕç.

Аслă ÿсĕмри çынсен хăйсен гражданла позицине килтен тухмасăрах пурнăçлама май пулчĕ, чылайăшĕ патне комисси членĕсем килĕсенех çитсе сасăлаттарчĕç. Вăл шутра Пăваялĕнчи 101 çулти Евлампия Филипповна Филиппова, Уравăшри 103 çулти Варвара Порфирьевна Гаврилова патне те. Туçи Çармăсри 100 çулти Харитон Петрович Петров вара ĕлĕкхи пек суйлав участокне хăех çитсе хăйĕн сассине панă, çĕршыв малашлăхĕшĕн, пулас ăрусен телейĕшĕн чунĕ туртнине палăртнă.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисем, тăванĕсем те суйлава хастар хутшăнчĕç. «Эпир мирлĕ пурнăçшăн, çирĕп лидершăн, Çĕнтерÿшĕн!»- терĕç вĕсем.

Çĕршыв пуласлăхĕ ют пулманнине вăрнарсем хăйсен хастарлăхĕпе, яваплăхĕпе çирĕплетрĕç - суйлава чылайăшĕ хутшăнма тăрăшрĕ. Вăрнар территори суйлав комиссийĕн даннăйĕсемпе, пирĕн тăрăхра пурăнакансем суйлав списокне кĕртнисенчен 83,92 проценчĕ суйлавçă правипе усă курчĕ.

Çавăн пекех пирĕн тăрăхра пурăнакансем дистанци формачĕпе те анлăн усă курчĕç. Дистанцилле электронлă сасăлав платформипе 5635 çын хутшăнчĕ е «Госуслуги» порталта заявка панисенчен 94 проценчĕ. Вăрнарсем ку мелпе уйрăмах пĕрремĕш кунне нумаййăн сасăлани паллă. Ытларах 8-10 сехетсенче. Чи нумаййи - 16 сехетре. Калас пулать, Чăваш Республикин ДЭГ сасăлавĕпе чи лайăх кăтарту - 96,14 процент. Раççейĕпе - 94:.

Çĕршывра суйлав ирттерме чăрмантаракансем тупăннине кура УИКсенче кашнинчех полици ĕçченĕсем, МЧС представителĕсем хăрушсăрлăха сыхларĕç. Унсăр пуçне, территорири обществăлла асăрхав штабĕн ĕçченĕсем те участоксене кашни кунах тухса çÿрерĕç, суйлав саккуна пăхăнса иртнине тĕрĕслерĕç.

Суйлав иртрĕ. Вăрнарсем те пĕтĕм Раççей халăхĕпе пĕр шухăшлă пулчĕç. Ытларахăшĕ хăйĕн сассине Владимир Путиншăн пачĕ.

Вăрнар территори суйлав комиссийĕн даннăйĕсемпе ?ДЭГ-а шутламасăр% кăтартусем çапларах:

Даванков Владислав Юрьевич - 424 сасă е 3,58:

Путин Владимир Владимирович - 10001 сасă е 84,40 :

Слуцкий Леонид Эдуардович - 380 сасă е 3,21:

Харитонов Николай Михайлович - 779 сасă е 6,57:

ДЭГ кăтартăвĕсем:

Даванков Владислав Юрьевич - 250 сасă

Путин Владимир Владимирович - 5058 сасă

Слуцкий Леонид Эдуардович - 172 сасă

Харитонов Николай Михайлович - 155 сасă

Вăрнарсем ыранхи куна шанса сасăларĕç. Раççей тепĕр ултă çул та çирĕп алăра пулĕ, ăна вăйлă ертÿçĕ ертсе пырĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика