Никĕс çирĕп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.03.2025, 19:06 Просмотров: 770

Промышленноç аталанăвне илес пулсан, Чăваш ен пĕлтерĕшлĕ отрасльсенче тата çул-йĕрте малта пыракан позицисене сыхласа хăварнине палăртмалла. Ку вăл – электротехника, машинăсем тăвас ĕç, хими отраслĕ, станоксем тăвас ĕç. Анчах та паян Раççей Президенчĕ лартнă технологи тĕлĕшĕнчен мала тухассине тивĕçтермелли тĕллеве пурнăçлама çĕнĕ технологи йĕрки çине куçни пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе çирĕппĕн малалла кайма шанчăклă никĕс йĕркеленĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн указĕпе Наукăпа техника канашне туса хунă, вăл Правительствăн, промышленноç предприятийĕсен, аслă вĕрентÿ заведенийĕсен тата наука организацийĕсен ĕçне прикладной наука енĕпе йĕркелесе пырĕ. Наука тĕпчевĕсене тата сăнавпа конструктор ĕçĕсене пурнăçлама пулăшса пыракан витĕмлĕ инфратытăм пур. Чăваш патшалăх университечĕпе аграри университечĕ «Приоритет-2030» программăна хутшăнаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Май 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика