Вăрнарти тĕп больницăра çĕнĕлле ĕçлеме май паракан лапароскопи оборудованийĕпе операцисем ирттерни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Чирлисемшĕн çакă питĕ меллĕ: пахалăхлă медицина пулăшăвне вĕсем вырăнтах тивĕçме пултараççĕ.
Ку хирурги мелĕн паха енĕсем чăнах та нумай. Операцие пĕчĕк кăна шăтăк туса пурнăçлаççĕ: ÿт çинче пысăк çĕвĕ вырăнĕ юлмасть, вăрах ыратакан сурансем пулмаççĕ, йывăр лару-тăрусем тухас хăрушлăх та пĕчĕк. Тĕрĕссипе, ун хыççăн пациент эрнеренех унчченхи пурнăç йĕрки патне таврăнать.
- Лапароскопи операцийĕсен майĕсем чăн та пысăк. Чи малтанах - пĕр вăхăтрах тĕрĕс диагностика тата сиплев. Хирург, оптика приборĕсене вар-хырăм хăвăлне кĕртнĕ май, чир вырăнне туллин курма кăна мар, ăна ăнăçлă сиплеме те пултарать, - палăртать Сергей Илюткин тĕп врач.
Хăйне лайăх кăтартнă ку меслетпе больницăра ват хăмпине касса илессипе, пÿсĕрсене, çавăн пекех урасен варикоз чирне сиплессипе планпа пăхнă операцисем ирттереççĕ. Çапла майпа округ çыннисен республика больницисене çÿреме кирлĕ мар, сиплеве вĕсем вырăнтах тивĕçееççĕ.
Камăн сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăксем пур, лапароскопи операцийĕ пулăшма пултарать, вĕсен Вăрнарти тĕп больницăра направлени илмелле. Çакна валли поликлиникăн 24-мĕш пÿлĕмне çитмелле.
Апрель 2025 |