Крахвине акка

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:29 Просмотров: 12

Крахвине акка, пире

Пĕлтерсем çамрăксене.

Сан пек нумай çул епле

Пурăнмалла çĕр çинче/

Агреппина Николаевна Цыганова Ершепуç ялĕнче Шоссе урамĕнче çуралса ÿснĕ, çав ялтах вăрăм ĕмĕрне пурăнса ирттерет. Кăçал çуркунне 95 çул тултарать. Çемйинче йышлăн: сакăр пĕртăван çитĕннĕ. Пурте нумай çул пурăннă, аслă пиччĕшĕ Илья çеç вăрçăра вилнĕ, тăван килне таврăнайман. Кÿстÿмĕр ялĕнчи Сергей пиччĕшĕпе Хветура аккăшĕ 90 çул ытла пурăннă. Йăмăкĕ Марина 83 çултан иртнĕ. Самара хулинче тĕпленнĕ Райкка тата Барнаулти Елена йăмăкĕсем 90 çулалла çывхарса пыраççĕ. Шупашкарти Виктор шăллĕ те 90 çула çитнĕ.

Агреппина Николаевнăн ват кукашшĕ - Отиккăвăри Семен Тимофеевич 99 çулчченех пурăннă. Питĕ çирĕп тымартан пырать малалла ĕрчесе вĕсен йăхĕ.

Ашшĕ Николай Иванович Иванов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче аманса госпитальте чылай выртнă. Сывалнă хыççăн Свердловск хулинче заводра тăрăшнă. Ĕçлекенсем çитменнипе арăмĕпе ачисене хулана илсе килме хушнă. Анчах та мăшăрĕ Дарья Меркурьевна çуралса ÿснĕ тăван ялтан кайма килĕшмен.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Надежда ИЛЬИНА,

Пенсионерка

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика