Вăрăм ĕмĕрлисем хăйсен иксĕлми тăрăшулăхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе пире тĕлĕнтереççĕ. Мĕн чухлĕ вĕсенче ăшпиллĕх, пурнăç опычĕ! Аслă ăрурисем - пуриншĕн тĕслĕх, вĕсем тивĕçлĕ канура та ал усса лармаççĕ, кил хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ, кĕçĕн мăнукĕсене «утьăкка» сиктерме те мехел çитереççĕ, çитĕнекен ăрупа чăвашла калаçса кĕçĕн ÿсĕмрисене тăван чĕлхепе культурăна упрама хăнăхтараççĕ.
Вăрманкасри ятлă-сумлă Надежда Ивановна Вошняева 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче телей-савăнăçне те, терт-нушине те сахал мар курнă чăваш хĕрарăмĕ пуринпе те вашават та тарават. Маттур хĕрарăм ял-йышра нихăçан та ята яман.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
