Çак пулăмпа çĕршывăн тĕп хулинчи Никита Михалковăн «Мастерская 12» театрĕнче Чăваш ен культурин кунĕсем пуçланнă. «Нарспие» курма зала халăх лăк тулли пухăннă.
Пирĕн театрсен чи лайăх ĕçĕсемпе «Атлас театральной России» фестивальпе килĕшÿллĕн паллаштарнă.
- Ку вăл - «Раççейĕн тĕрленĕ картти» проектăн тăсăмĕ. Чăваш çĕрĕнче вăй илнĕ пуçару çĕршыв культурин историне кĕрсе пынипе мăнаçланатăп, - палăртнă республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Мероприяти Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ йĕркипе иртнĕ. Пукане театрĕ «Король Лир», эксперименталлă театр «Осталась только Таня», чăваш филармонийĕ «12 стульев» мюзикл тата «Сказ о купеческой дочери и волшебном цветке» спектакль кăтартнă.
Апрель 2026 |
