Строительство ĕçĕсем - асăрхаврах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:36 Просмотров: 11

Вăрнарти И.Н.Никифоров ячĕллĕ 1-мĕш шкул пристройне çĕклес ыйту тахçанах çуралнăччĕ. 2023 çулта вара кĕçĕн классен корпусне тинех аварийлă тесе йышăнчĕç.

Паллах, строительство ĕçĕсене тÿрех пуçăнманни коллектива çеç мар, вĕренекенсене те, ашшĕ-амăшне те пăшăрхантарчĕ. Ку, чи малтанах, торгисене никам та хутшăнманнипе çыхăнчĕ. Пĕлтĕрхи декабрьте Чăваш ен Строительство министерствин Республикăри пĕрлехи заказчик служби «Строитель плюс» тулли мар яваплă обществăпа контракт çырнă. Пристрой строительствин сумми 415 миллион та 905 пин ытларах тенкĕпе танлашать.

Куратпăр ĕнтĕ, кăçал çулталăк пуçланнăранпах кунта строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Хальхи вăхăтра строительсем путвал хутне туса пĕтерессипе тимлеççĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика