Чÿрече çинчи килти тухтăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:25 Просмотров: 12

Алоэ чи анлă сарăлнă чечексенчен пĕри. Халăх медицинине кăмăллакансемшĕн вăл уйрăмах паха. Унăн сиплев пахалăхĕсене темиçе ĕмĕр каяллах пĕлнĕ тата усă курнă.

Алоэ çулçисемпе сĕткенĕ фитонцидсемпе, антиоксидантсемпе, гликозидсемпе, полисахаридсемпе, аминокислотасемпе тата чылай витаминпа тата минералсемпе пуян.

Ахальтен мар алоэне «килти тухтăр» теççĕ. Алоэ сĕткенĕ пиçсе кайсан, ÿт япăх илекен сурансем пулсан, тăм илсен, язвăсем, дерматитсем пулсан иммунитета çирĕплетме пулăшать. Çавăнпа пĕрлех вар-хырăм, куç чирĕсенчен, шăнса пăсăлсан, сунас ерсен, гайморитран, шăл ыратсан тата ытти амакран хăтăлма та эффективлă тесе палăртаççĕ.

Медицинăра кăна мар, косметологинче те çак чечекпе усă кураççĕ. Вăл ÿт-пÿ çамрăклăхне вăрах вăхăт упрама пулăшать. Халăх ĕненĕвĕ тăрăх, алоэ килти энергетикăна та ырă витĕм кÿрет, ăна тасатать, усал куçран сыхлать. Енчен те çак чечек пысăк чÿлмекре, пулăхлă çĕр çинче, нÿрĕ, ăшă, çутă çителĕклĕ пулсан та япăх ÿсет-тĕк, пÿртри япăх энергине хăй çине илет. Эппин, сирĕн пата килсе çÿрекенсене сăнамалла, хăвăрăн шухăш-кăмăлăра улăштармалла. Чечек сарăлса ешерсе ларать-тăк - пÿртре лайăх энерги хуçаланать. Алоэне чирлекен çын пÿлĕмне лартни инфекцине хăвăртрах «хăваласа яма» пулăшĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика