Мушенниксене ĕненни пурнăçа аркатать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:27 Просмотров: 13

Раççей Следстви комитечĕн информацийĕ тăрăх, пирĕн республикăра çула çитмен хĕрача тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл полицин служба автомобильне чĕртсе янă-мĕн. Ăна айăплама пултаракан статья шÿт мар, питĕ çирĕп - теракт пурнăçлани.

Следстви версийĕ тăрăх, çак 16-ри хĕрача пĕтĕмĕшлех интернетри преступниксен витĕмĕнче пулнă. Ăна вĕсем апрель пуçламăшĕнче хăратса-суйса ăс-тăнне арпаштарма тытăннă. Унпа «Телеграм» мессенджер урлă çыхăннă, çамрăка ятарлă службăсене преступниксене тытма пулăшатăн тесе ĕнентерме пултарнă.

Интернетри хушусене итлесе ĕнтĕ хĕрача транспорт полицийĕн Шупашкарти пĕр пайĕн территорине, служба автотранспорчĕ тăракан хупă вырăна, вăрттăн кĕнĕ. Хăйĕнпе калаçакансем вĕрентнĕ пек вăл çунакан хутăшпа усă курнă та УАЗ машинăна чĕртсе янă. Машинăна çулăм хытах сиенленĕ-мĕн, тăкакĕ пысăк. Киревсĕр ĕçе тăвакана вара йĕрке хуралçисем преступлени вырăнĕнчех тытса чарнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика