Чăвашла калаçатăп

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:29 Просмотров: 117

Чăвашла калаçатăп

Мĕн ачаран, пĕчĕкрен

Калаçатăп чăвашла.

Эп пĕлетĕп вырăсла,

Çук, манмастăп чăвашла!

Атте-анне чĕлхинчен

Ютшăнмастăп пач-пачах.

Ÿссе çитсе халиччен

Эп пуплетĕп чăвашлах.

Чăвашлах-çке сăмахлатăп

Е ялта, е хулара.

Чăвашлах-çке калаçатăп

Ташкентра та Мускавра!

Тăван чĕлхе ачапа

Шăранать-çке кулленех.

Калаçатпăр кунсерен

Чăвашлах-çке мăшăрпа.

Хамăн тăван чĕлхепе

Канашлатăп ĕçтешпе.

Чăвашла пуплекенпе,

Чĕлхене пĕлекенпе.

Ачаран атте-анне

Парнеленĕ чĕлхене

Нихăçан та манас марччĕ,

Йăхран йăха хăварасчĕ!

Татьяна БОЛЬШАКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика