Çуракине тухас умĕн

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:34 Просмотров: 105

Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Игорь Егоров кĕрхи культурăсем мĕнле хĕл каçнине хаклама округ уй-хирне тухрĕ.

Кĕр тыррисен лаптăкĕ 6196 гектар, çав шутран 5 979-шĕ - тулă, 217-шĕ - ыраш. Ку вăл пĕтĕмпех пулас тухăç никĕсĕ.

Çуракине кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси тĕпре. Аграрисенчен чылайăшĕ уя тухма хатĕр ĕнтĕ. 4 267 тонна удобрени туяннă. Вăрлăхăн 92 проценчĕ кондициллĕ. Хальхи вăхăтра пĕрчĕллĕ культурăсене акма хатĕрлес ĕç пырать, вăрлăха тăрăшсах имçамлаççĕ.

Мехпарксенчи хăшпĕр техникăна юсассипе те тăрăшаççĕ. Карл Маркс ячĕллĕ СХПК-ра удобренисемпе ÿсентăрана хÿтĕлемелли им-çама тĕрĕс усă курма «Туман» машина туяннă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика