Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Время СВО-их» регион программин пĕрремĕш выпускникĕсене РАНХиГС дипломĕсене парса чысланă.
Вĕсен шутĕнче пирĕн ентешсем те пур: Йĕпреç тата Вăрнар çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Андрей Балыков тата Алексей Владимиров.
«Ку - республикăшăн историлле самант. Пирĕн хÿтĕлевçĕсем, çĕршыв интересĕсене çапăçăвăн малти линийĕнче хÿтĕленĕскерсем, мирлĕ пурнăçа таврăнаççĕ, вĕсем тăван тăрăхра управленецсен вырăнĕнче службăра тăрĕç. Вĕсен хуçăлми ирĕкĕ, çар опычĕ тата хатĕрленÿ вăхăтĕнче илнĕ çĕнĕ пĕлÿ - çав тери хăватлă вăй»,- тенĕ Олег Николаев.
Чăваш ен - ятарлă çар операцийĕн участникĕсем валли масштаблă «карьера лифчĕ» йĕркеленĕ регионсенчен пĕри. Программа нумайăшне кăсăклантарнă - çĕршывăн 25 регионĕнчен 400-е яхăн заявка тăратнă.
Аса илтеретпĕр, Андрей Балыков - Вăрнар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн Надежда Никандрован подопечнăйĕ. Алексей Владимиров вĕренĕве Чăваш ен Финанс министерстви урлă тухнă, наставникĕ - Михаил Ноздряков министр.
«Время СВО-их» программăпа вĕреннисем республика пуласлăхĕшĕн тивĕçлĕ должноçсенче тăрăшма пуçлĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2026 |
