Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:22 Просмотров: 12

Çуммăн утар

Çуммăн утар çумăр айĕн

Пĕр-пĕрне вăрттăн çеç сăнаса.

Вăтанчăк куçĕсем кÿршĕ хĕрĕн

Çунаççĕ ăшшăн, ăшшăн çутатса.

Мĕншĕн эп паян тин асăрхарăм

Урампа эс пĕччен утнине/

Сан çумра вăхăтра пулаймарăм,

Шалкăм çумăр пÿлсен çулсене.

Эс пăлхатрăн ман чĕрене,

Çут хĕвелĕ сăнарĕ ытарлăн.

Савăнса та савса çуркунне

Санпала ман утасчĕ пĕр варлăн.

Урамра кашни курăк, чечекĕ -

Кашниннех хăйĕн ăшă сăнар.

Юратсан епле пурнăç илемлĕ,

Çула çуммăн, эппин, такăрлар.

Ĕмĕрлĕхе

Çил силлесе салатрĕ

Шур çĕмĕрт çеçкине.

Туратсене амантрĕ,

Вăрларĕ сĕткенне.

Чун-чĕрене тем хĕсрĕ,

Хĕрхентĕм хунавне.

Тĕреклĕн чăтса тÿсрĕ,

Упрарĕ хăй вăйне.

Çырлисем те пур-ха,

Пиçсе çитнĕ кăра.

Пуласлăхĕ ун пур-ха

Илемлĕ пурнăç тавра.

Эп ун çумне вырнаçрăм.

Вĕçет те шур çеçке.

Кăмăлласах сывларăм -

Ытла та ырă-çке.

Каçхи тÿпе çуталчĕ,

Выляççĕ çăлтăрсем.

Вăйă карти хускалчĕ,

Шавлаççĕ çамрăксем.

Сĕм чăтлăхра та савнăç,

Шеп шăпчăк кайăксем.

Вĕсен те пур сăвăç,

Илемлĕ юрлаççĕ вĕсем.

Тав сунтăм ыр курмалла

Умри çĕмĕртлĕхе.

Вăй патăр пурăнмалăх

Нумай-нумай ĕмĕрлĕхе.

ВенСОР

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика