Çак шухăша «Единая Россия» партин пирвайхи уйрăмĕсен председателĕсемпе тата муниципаллă координаторĕсемпе иртнĕ ларăвĕнче палăртрĕç
Ларăва партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Владимир Яковлев, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова, регион уйрăмĕн представителĕсем Максим Варлашкин тата Марина Яценко хутшăнчĕç.
Тĕп вырăна парти проекчĕсене пурнăçа кĕртесси тухрĕ. Паян «Единая Россиян» 22 проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. Вĕсем обществăн мĕнпур сферине пырса тивеççĕ. Хамăр округра та, ак, чылай мероприяти-ĕçе вĕсен йĕркипе ирттереççĕ.
«Кашни проект çынсен ыйтăвĕ-шухăшĕпе çуралать. Мĕншĕн юсав валли вăл е ку вырăна суйласа илнĕ/ Çакăн валли укçа-тенкĕ уйăрасси мĕнле пурнăçланать/ Çакна çынсен пĕлмелле. Муниципаллă координаторсен вара проектпа пурнăçланакан ĕçсене тĕрĕслесех тăмалла»,- палăртрĕ Максим Варлашкин.
Пирвайхи уйрăмсен секретарĕсем - халăха чи çывăххисем, палăртрĕ Марина Яценко. Вĕсем вырăнти ыйтусене аванрах пĕлеççĕ.
Марина Николаевна «первичка» ĕçченĕсене регионти тата федераллă конкурссене активлăрах хутшăнма ыйтрĕ. Малтикас Ялтăрари пирвайхи уйрăм, акă, тĕслĕх вырăнĕнче - пĕлтĕр хăйĕн проекчĕпе 100 пин тенкĕлĕх грант выляса илме пултарнă.
Вырăнти уйрăм секретарĕ Владимир Яковлев пурне те тăван округ, республика аталанăвĕшĕн пĕрле, чунтан тăрăшма чĕнсе каларĕ. Хăй «Народный контроль» проектăн муниципаллă координаторĕ пулнă май, ытти проектăн пурнăçланăвне çирĕп тĕрĕслесе тăрассине асăрхаттарчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Апрель 2026 |
