Чернобыль инкекĕ Чăваш ене те пырса тивнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:31 Просмотров: 13

Кăçалхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чернобыльти атом вăйĕпе ĕçлекен электростанцире 1986 çулхи хăрушă авари пулнăранпа 40 çул çитет. Радиаци пĕлĕчĕ Чернобыль тăрăхĕпе чикĕленекен Украина, Беларусь, Раççей облаçĕсене тата Европăри 13 çĕршыва лекнĕрен пĕтĕмпе 8 миллион ытла çынна радиаци хумĕпе сиенлесе нумайăшне сусăрлатнă. Унăн хăватлăхĕ 500 атом бомбипе танлашнă, тесе çырнăччĕ çак авари пирки атом энергине тĕпчекен ученăйсем.

200 пин тăваткал километр е 5 миллион гектар ял хуçалăх çĕрĕ юрăхсăра тухнă радиацие пула Совет Союзĕнче. 600 пин ытла гражданла тата 340 пин çар çынни хутшăннă авари пулăмĕсене тĕп тăвассине, вĕсенчен 1957-ĕн - Чăваш Республикинчен. Çав шутран пайăрка чирне пула 2024 çулхи ака уйăхĕ тĕлне 1234-шĕ пурнăçран уйрăлни паллă. Припять хулинчи тата 30 километрти зонăра пурăнакан 200 пине яхăн халăха васкавлăн эвакуациленĕ, вĕсенчен 250 çемьене - Чăваш Республикине. Çаксене аслă çулсенчи çынсем паян кун та астăваççĕ пуль тетĕп.

Ку авари хыççăнхи çивĕч проблемăсем 1986-1990 çулсенче мана та пырса тивнĕрен, çав кунсем паян та асран тухмаççĕ - радиаци синкерлĕхĕпе Чернобыле тухса каймасăрах 4 çул кĕрешме тиврĕ. Авари хыççăн эрнерен çил кăнтăр-хĕвеланăç енчен çаврăннă май, малтан вăл çурçĕр-хĕвеланăçнелле, 4 кунтан кăнтăралла вĕрсе унти облаçсене сиенленĕ, радиаци пĕлĕчĕ Чăваш ене те çитнĕ. Радиаци юшкăнĕ малтанласа Улатăр, Шăмăршă, Патăрьел, Йĕпреç районĕсенче палăрнă, кăшт каярах - Тăвай тата Вăрмар районĕсенче те.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ,

Чăваш Республикинчи

АПК ветеранĕсен Союзĕн членĕ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика