«Пурăн, чăваш чĕлхи!» - çак ятпа Вăрнарти культура керменĕ çумĕнчи хÿтĕлев сеткисене çыхакан пунктра анлă мероприяти иртрĕ
Анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхемĕр - чăваш чĕлхи. Çепĕç те, ырă та, илемлĕ те янăравлă вăл. Унпа эпир пĕчĕкренех калаçатпăр. Тăван чĕлхене лайăх пĕлни ытти халăх чĕлхине вĕренме, унăн уйрăмлăхĕсене ăнланма, çавна май анлă тавракурăмлă çын пулма пулăшать.
Вăрнарти «Кĕмĕл ÿсĕм» центр пуçарнипе тата «Единая Россия» партин «Аслă ăру», «Тăван ен культури» тата «Çĕнĕ шкул» проекчĕсем пулăшнипе мероприяти питĕ тухăçлă иртрĕ.
Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхин кунĕ - çывхарнă май партин «Аслă ăру» проекчĕн обществăлла канашĕн членĕ, «Кĕмĕл ÿсĕм» центрăн ертÿçи Нэлли Стеклова тăван чĕлхе пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕн Иван Яковлевич Яковлевăн сăмахĕсене илсе кăтартрĕ.
«Тăван чĕлхене пĕлмен çын мĕскĕн, пĕлес теменни айван, юратманни юлхав, тăван чĕлхене вĕрентес теменни – путсĕр», – тенĕ аслă патриархăмăр.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Апрель 2026 |
