Апрелĕн 5-12-мĕшĕсенче çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче «Пурнăç патне 10000 утăм» Пĕтĕм Раççейри акци иртнĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне халалланă. Акци 2015 çултан вăя кĕнĕ.
Паллă, кашни кун активлă хусканусем, физкультура туни сывлăха çирĕплетет тата кăмăл-туйăма çĕклет. Тĕрлĕ спорт тĕсĕсенчен пурте суйлама пултараканни - çуран утни. Вăл ятарлă хатĕрленĕве, снаряженисене, тăкаксене ыйтмасть. Çавăнпа пĕрле çын сывлăхне пысăк усă кÿрет. Утни - хусканун чи ансат тĕсĕсенчен пĕри. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çирĕп сывлăхлă пулма кашни кун 6000–10000 утăм тума сĕнет.
Вăрнар округĕ те кашни çулах «Пурнăç патне 10000 утăм» акцие пысăк йышпа хутшăнать. Кăçал вăл культурăпа кану паркĕнче иртрĕ. Кунта сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, округри организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, шкул ачисем, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн тата «Чăваш енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин представителĕсем пухăнчĕç. Вĕсене округ пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова тата культура пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов саламларĕç, сывлăх - пурнăçри чи хаклă тупра пулнине, ăна упрамаллине, май килнĕ таран кашни кунах çирĕплетмеллине палăртрĕç. «Чăваш енри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн» активисчĕсемпе пĕрле акцине хутшăнакансем зарядка турĕç. Хыççăн хавас кăмăлпа паркăн сукмакĕсемпе пурте пĕрле сывлăх патне хавхаланса утрĕç. Çамрăк волонтерсем маршрута тĕрĕс йĕркелеме пулăшрĕç. Дистанцие парăнтарнисене вĕри чейпе хăналарĕç.
Оксана СЕМЕНОВА
Апрель 2026 |
