Тÿрĕ лини ыйтусем кĕтет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:34 Просмотров: 13

Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çи- тес юнкун, апрелĕн 22-мĕшĕнче, тÿрĕ лини ирттерет.

Ыйтусене маларах «Госуслуги» портал е «ВКонтакте» социаллă сетьре Олег Николаевăн официаллă страницинче тата «Чувашская Республика» сообществăра хăварма юрать. Тÿрĕ лини пынă кун 8 ?8352% 565-100 телефонпа шăнкăравласа тухма май пур.

Ыйтусене хуравланипе пĕрлех Олег Николаев республикăн аталану тĕллевĕсемпе те паллаштарĕ. Обращенисене пĕрне те тимлĕхсĕр хăвармĕç, республикăра пурăнакансем вĕсем çине хуравсем илĕç.

«Халăхпа тăтăш калаçни маншăн пĕлтерĕшлĕ. Çакнашкал хутшăнусене пула эпир умри задачăсене эффективлă татса пама тата юратнă Чăваш ене çĕклеме пултаратпăр»,- тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ.

Тÿрĕ линин трансляцине «ВКонтакте» социаллă сетьре Олег Николаевăн официаллă страницинче тата «Чувашская Республика» сообществăра, Чăваш наци телевиденийĕн тата ЮТВ эфирĕнче курма, Чăваш наци радиовĕпе итлеме пулать. 11 сехетре пуçланать.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика