Туслăх турнирĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.04.2026, 11:31 Просмотров: 10

Хурăнсур Çармăсри Раççей Геройĕ Ф.Кузьмин ячĕллĕ культурăпа спорт центрĕ çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас енĕпе активлă ĕçлет

Михаил Кузьмин пуçарăвĕпе спортзала кашни кун тенĕ пекех волейбол выляма йышлăн пухăнаççĕ. Вырăнти çамрăксем çеç мар, тренировкăсене Кайри Тукайĕнчен, Хирпуçĕнчен, Çĕрпелтен, Уравăшран та килеççĕ.

Маларах кунта спортăн ку тĕсĕпе турнирсем иртнине çырнăччĕ. Халĕ хурăнсур-çармăссем ответлă вăйăсене тухаççĕ. Иртнĕ эрнере хĕрачасен команди Йĕпреç округĕнчи Пучинкери шкулта пулнă. Михаил Кузьмин кÿршĕсем турнира аван йĕркеленине, уйрăмах шкул директорĕ Дмитрий Владимирович Ильин спорта аталантарассишĕн хытă тăрăшнине палăртрĕ.

Çивĕч вăйăсенче Хурăнсур Çармăс команди йĕпреçсене 3:2 шутпа çĕнтерме пултарнă. Ушкăнра - Екатерина Тихонова, Мария Федорова, Анастасия Тихонова, Мария Борисова, Елена Иванова тата Татьяна Елизарова.

Михаил Григорьевич ял тата Çĕрпел хĕрачисем волейбол вăййине питĕ килĕштернине каларĕ, центра вĕсем те йышлăн тухаççĕ иккен.

Паян вара арçын ачасем юлташла турнира хутшăнаççĕ. Вĕсем Канаш округĕн волейболисчĕсемпе тĕл пулаççĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика