Пулăшу тĕсĕсем анлă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.04.2026, 09:33 Просмотров: 11

Чăваш Республикинче ача çураласлăхне тата нумай ачаллă çемьесен йышне ÿстерес тĕллевлĕ регионаллă программа пурнăçланать. «Çемье» наци проекчĕн йĕркипе 2026 çулта пĕрремĕш кварталта ачаллă çемьесене виçĕ тÿлев тĕсĕпе тивĕçтернĕ.

- Нумай ачаллă çемьери пĕр ачана вăтам е аслă пĕлÿ паракан организацисенче тÿлевлĕ вĕрентнишĕн тăкаксен 50 : компенсациленĕ. Январь-март уйăхĕсенче çак тĕллевпе 334 çемьене 17,1 млн куçарса панă. Пулăшупа тивĕçтернĕ 334 çемьере вăтам пĕлÿ ?13,1 млн тенкĕ%, 46-шĕнче аслă пĕлÿ ?4,1 млн тенкĕ% илекен студентсем пулнă. 2026 çул валли пĕтĕмпе 20 млн тенкĕ пăхса тухнă.

- Кĕрет майпа вĕренекен студенткăсене çие пур тесе учета тăрсан пĕр хутчен 100 пин тенкĕ тÿленĕ. Пĕрремĕш кварталта ача кĕтекен 47 хĕрарăма 4,7 млн тенкĕ куçарса панă. Çулталăка планпа 21 млн тенкĕ уйăрнă.

- 2025 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен çамрăк çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан, вĕсен пĕр хутчен 300 пин тенкĕ илме май пур. Январь- март уйăхĕсенче республикăри 162 çамрăк çемьене 48,8 млн тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе 2026 çул валли 105 млн тенкĕ пăхса тухнă.

Пулăшу мерисене илме заявленисене нумай функциллĕ центрта йышăнаççĕ. Хушма информацине çак телефонпа пĕлме пулать: 8?8352% 26-08-08.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика