Чăваш ен патшалăх ветеринари служби çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре, çав шутра пирĕн республикăран инçех мар вырнаçнă регионсенче те эпизооти лару-тăрăвĕ лăпкă мар. Сăмах чĕрчунсен ерекен чирĕсем - бруцеллез, лейкоз, сыснасен Африка чуми, ящур, кайăк-кĕшĕк грипĕ - пирки пырать. Ветеринари тата фитосанитари асăрхавĕн федераци служби çак инфекцисем чикĕ леш енчен кĕме пултарни пирки пĕлтернĕ.
Чир-чĕр сарăлас
хăрушлăх пур
Чĕрчунсене тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене вăрттăн сутакансем пуррине те шута илмелле. Тавар сиенлĕ те пулма пултарать. Мордовире, Чулхула облаçĕнче, Тутарстанра бруцеллез, Атăлçи федерацин округĕнчи пур регионсенче тенĕ пекех лейкоз енĕпе лару-тăру лăпкă мар. Удмурт Республикинчи, Краснодар, Пермь крайĕсенчи, Киров, Псков облаçĕсенчи хăшпĕр хуçалăхсенче килти сыснасем Африка чумипе чирленине регистрациленĕ. Удмурт, Марий Эл Республикисенчи, Пермь, Белгород, Калининград, Киров, Мускав тата Тула облаçĕсенчи тискер чĕрчунсем те ку инфекцие ертнĕ тĕслĕхсем пур. Сыснасен классика чумин «çăлкуçне» Воронеж облаçĕнче регистрациленĕ. Кайăк-кĕшĕк грипне Краснодар крайĕнче, Белгород, Воронеж, Калининград, Курск, Тулăпа Ярославль облаçĕсенче тупса палăртнă.
Инфекци чир-чĕрĕ пирĕн тăрăха кĕресрен тата сарăласран профилактика мерисене ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрмалла, ветеринарипе санитари правилисене пăхăнмалла.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Владимир МАТВЕЕВ,
чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен округри станци пуçлăхĕ
Март 2026 |
