Мушенниксем пуçтахланма пăрахмаççĕ.
Вĕсен капкăнне ытларах та ытларах çын лекет. Шулĕксен ултавĕсем пирки, вĕсенчен сыхланма пĕрмаях асăрхаттаратпăр пулин те...
Ак, каллех хамăр округра тепĕр çын шар курнă, ултава ĕненсе пысăк укçа-тенкĕ çухатнă. Полици пайне пулăшу ыйтма килсен пĕлтернĕ тăрăх, ун патне палламан çын октябрĕн 2-мĕшĕнче шăнкăравлама тытăннă. Темшĕн телефона тÿрех сÿнтермен-çке, пĕлмен çынпа калаçăва малалла тăснă. Преступниксене вара çакă кирлĕ те. Суя-суя, ăна вĕсем хăйĕн мĕнпур укçине чăн пулнине тĕрĕслеттермелле тесе ĕнентерме пултарнă. Çапла арçын пĕр ирхине Вăрнарти банка кайнă та счет çинчен укçана алла илнĕ. Каçхине вара вĕсене поселокри Советски урамĕнчи пĕр картишĕнче палламан арçынна тыттарса янă. Лентăпа чĕркенĕ хура полиэтилен хутаçра 1 миллион та 250 пин тенкĕ пулнă. Кайран кăна арçын хăйне улталаса хăварнине ăнланнă.
Асăрханмасан, шулĕксен серепине кирек кам çакланма пултарать. Вĕсен ултав схемисем питĕ чее. Çавăнпа та питĕ асăрхануллă пулăр! Палламан çынсемпе телефонпа калаçма кирлĕ мар, сăмах укçа-тенкĕ е пурлăх пирки пырать пулсан - пушшех те. Хăвăрăн банк счечĕсемпе карттисен реквизичĕсене, уйрăм даннăйсене, кодсемпе парольсене никама та пĕлтерме юрамасть. Вĕсемпе усă курса аферистсем укçа-тенкĕ çаратма та, «Госуслугинчи» уйрăм кабинетсене кĕме те, ытти киревсĕр ĕçсене тума та пултараççĕ. Çавăн пекех укçана хăрушсăр счет çине куçармалла тенине те ан ĕненĕр. Ун пек мушенниксем анчах калаççĕ.
Сыхă пулăр, хăвăра улталама ан парăр!
Светлана МАРТЫНОВА,
полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ
Октябрь 2026 |
