Праски Виттин пултарулăхне халалланă курав - Вăрнарта

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:31 Просмотров: 8

Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, культури çинчен тĕнчере пĕлччĕр, чăваш чĕлхи ян янратăр тесе ырми-канми ĕçленĕ пирĕн чаплă ентешĕмĕр Праски Витти ?Виталий Петрович Петров%. Вăл РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх ÿнерçи. Тĕрлĕ премисен лауреачĕ. Пурăннă пулсан кăçал 90 çул тултармаллаччĕ.

Малти Ишек ялĕнче çуралса ÿснĕ паллă художник кăрлачăн 30-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă пулин те унăн ырă ĕçĕсене вăрнарсем манмаççĕ. Историпе краеведени музейĕнче Праски Виттин пултарулăхне халалланă курав уçăлчĕ. Вăл художникăн картинисемпе тулăх пулчĕ.

Мероприятие уçнă май округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ятлă-сумлă ентешĕмĕр Вăрнар ене, Чăваш Республикине чапа кăларнине çирĕплетрĕ. Куравра Праски Виттин мăнукĕ Кирилл Коробков хăйĕн Евгения мăшăрĕпе тата пĕчĕк ывăлĕпе Юманпа пулчĕ, кукашшĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Шăпах та вăл курав йĕркелÿçи. Тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче мухтавлă кукашшĕн куравĕсем ĕçлени мăнукне, унăн мăшăрне, мăнаçлантарать, паллах.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика