«Ылтăн кĕркунне» форумра

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.10.2026, 14:13 Просмотров: 9

Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» агропромышленность куравне Чăваш ен делегацийĕ йышĕнче Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова, типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕн çумĕ Федор Волков, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Владимир Матвеев хутшăннă. Кăçал форумăн тĕп теми АПК-н тухăçлăхне ÿстермелли технологисемпе çыхăннă.

- Ял хуçалăхĕнче малта пыракансемпе, отрасль ертÿçисемпе тата эксперчĕсемпе пĕрле ĕçлĕ программăна хутшăнтăм. Пирĕн регион тивĕçлĕ стендпа, предприятисемпе фермер хуçалăхĕсен продукцийĕпе, АПК цифровизацийĕнчи çитĕнÿсемпе туллин паллаштарчĕ, - палăртнă Надежда Никандрова.

Хăмла ĕрчетессин çул-йĕрĕнчен, селекципе агротехникăран пуçласа тирпейлекен промышленность, кадрсем хатĕрлесси тата предприниматель пуçарăвĕсене пулăшасси таранах кăсăкланнă хăнасем.

Курав программи пуян пулнă - 60 ытла мероприяти, çав шутра «çавра сĕтелсем», эксперт сессийĕсем иртнĕ.

Анлă форума хутшăнни Вăрнар округне ĕçлĕ çыхăнусене çирĕплетме, ытти регионсенчи ĕçтешсен опычĕпе паллашма тата тăван енĕн АПК сферинчи вăй-хăватне кăтартма май панă.

Палăртма кăмăллă, куравра Вăрнар округĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци никĕсĕ çинче эпидемие хирĕç кĕрешекен отряда йĕркеленине тата ĕçленине халалланă калăпăшлă проекта кăтартнă. Тăрăшнине кура хисепĕ. Вăрнарти станци кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Наградăпа учреждени ертÿçине чысланă.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика