Ял хĕрарăмĕсем - тăван ен мăнаçлăхĕпе мухтавĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.10.2026, 14:32 Просмотров: 8

Ял хĕрарăмĕ - çемье ăшшине тытса пыраканĕ кăна мар, тăван халăх йăли-йĕркисене упраканĕ те, мăн асаттесемпе асаннесен авалтан килекен культурине сараканĕ те... Паян вĕсем хăйсен хастарлăхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ, тĕрлĕрен сферăра професси ăсталăхне кăтартаççĕ, мал тĕслĕхĕпе ентешĕсене аталанма хавхалантараççĕ. Хăйсен ырми-канми ĕçĕпе, тарăн ăслăлăхĕпе, иксĕлми юратăвĕпе тăван тăрăх пурнăçне ырă енне улăштарма пулăшаççĕ. Ял хĕрарăмĕ вăл, тĕрĕссипе, - тăван çĕрĕн чун-чĕри.

Шăпах вĕсене - ял управçисене - хисеплесе Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕннипе октябрĕн 16-мĕшĕнче Ял хĕрарăмĕн кунне паллă тума йышăннă. Çак çутă та ырă уяв умĕн Вăрнар округĕнче те тĕрлĕ отрасльти ĕçĕ-хĕлĕпе, ыркăмăллăхпа, волонтер юхăмĕнчи, спортри тата культурăри, ытти енри çитĕнĕвĕсемпе палăрнă маттур пикесене чысларĕç. Торжествăлла мероприяти мĕнпур территори пайĕсенчен хăнасене Калининăри культура керменĕнче пухрĕ. Илемлĕ уявăн тĕп сăнĕсем вара ялта ĕçлесе пурăнакансем, кунта ачисене ÿстерекенсем пулчĕç: ял хуçалăхĕн, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсемпе ертÿçисем, вĕрентекенсемпе тухтăрсем, волонтерсем тата ыттисем. Вĕсем - пирĕн округ тĕревĕпе мухтавĕ.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика